18 января 2017 г.
Ĕмĕр пурăнса ирттересси уй урлă каçасси мар. Унăн сакки пуриншĕн те сарлака. Кавал ялĕнчи Герман Деомидович Капламов та тĕрлĕ самана тăвăлĕ витĕр тухса хура-шурне пайтах курнă.
Вăл вăтам хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Сакăр ачаран чи асли пулнă. Пирĕн атте-анне ялта ĕçе юратакан чыслă та сумлă çынсем шутланнă. Иртен тытăнса каç пуличчен хирте тар тăкнă, ачисене те мĕн пĕчĕкрен тăван çĕре юратма, хисеплеме хăнăхтарнă.
Герман мĕн пĕчĕкрен вĕренесшĕн çуннă. Атте вăрçă инваличĕ пулнăран çемьере арçын алли кирлĕччĕ. Пысăк тавракурăмлăскерĕн çичĕ класс пĕтернипех çырлахма тивнĕ. Ачаран ĕç куршанакĕ çыпăçнăран вăл сысна кĕтĕвĕ те кĕтнĕ, уй-хирте тĕрлĕ çĕрте пилĕкне авнă. Çамрăка пĕчĕккĕллех техника илĕртнĕ. Çавăнпа та вăл Канашри механизаци шкулне вĕренме кайнă. Çулталăк унта ăс пухса тракторист удостоверенине алла илнĕ. 1955 çултан Елчĕкри МТСăн Çĕнĕ Эйпеç ялĕнчи 17-мĕш бригадинче вăй хунă. ДТ-54 трактора тухăçлă ĕçлеттернĕ. 1958 çулта Германа Совет Çарĕн ретне тăма повестка панă. Польшăра авиаци полкĕнче техникра икĕ çул службăра тăнă вăл. Хĕсметре те вăл пултарулăхĕпе, çивĕчлĕхĕпе, çирĕплĕхĕпе, дисциплинăллă пулнипе палăрнă. Чăн-чăн арçын тивĕçне пурнăçласа таврăнсан «Победа» колхоза тракториста вырнаçнă. Бульдозерист хастарлăхĕпе часах ят-сум çĕнсе илнĕ. 19 çултан ылтăн алăллă механизатор виççĕмĕш комплекслă бригада бригадирĕн техника енĕпе ĕçлекен помощникĕнче тăрăшнă. Техникăна куç хупса пĕлекен механизатор нумай çамрăка «хурçă ут» кăткăслăхне вĕрентнĕ. Çамрăксен наставникĕ 1983- 1997 çулсенче КСК-100 техникăна пĕр кăлтăксăр ĕçлеттернипе чапа тухнă. Хăйсен хуçалăхĕнче курăк вырса е сахăр чĕкĕнтĕрĕ кăларса пĕтерсен кÿршĕсене пулăшма васканă вăл. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен те техникăран уйрăлман Герман Деомидович.
1961 çулта Герман Капламов Питтĕпел хĕрĕпе паллашса çемье çавăрнă. Нина Григорьевна çамрăкран пуçласа мĕн ватăличчен райпо системинче тăрăшнă. Çепĕç кăмăллă та тарават сутуçă пулнипе палăрнă. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн тата пилĕк çул прилавок умĕнчен кайман вăл.
Герман Деомидовичпа Нина Григорьевна сасса хăпартмасăр, шыв юххи евĕр шăкăл-шăкăл калаçса пурăнса пилĕк ача çуратса ура çине тăратнă. Аслă хĕрĕпе вăталăххи, Люсьăпа Антонина, Шупашкарти троллейбус управленийĕнче тăрăшаççĕ. Юрий ывăлĕ 42 çултах çĕре кĕнĕрен ашшĕпе амăшĕн куççулĕ самаях юхрĕ. Хуйхă çывăх çыннăмăрсен тăнлавĕсене те иртерех шуратрĕ. Вячеслав тăван «Комбайн» хуçалăхра водительте тăрăшать. Кашни çулах ĕççи вăхăтĕнче «уй-хир карапĕн» штурвалне алран ямасть. Кĕçĕнни, Ирина, строитель. Сăпайлă та ĕçчен çемьере çитĕннĕ ачасем ашшĕ-амăшнех хывнă: пĕринчен тепри хăйсем суйласа илнĕ профессире маттур та пултаруллă.
Аслашшĕпе асламăшĕ, кукашшĕпе кукамăшĕ сакăр мăнукĕпе, виçĕ кĕçĕн мăнукĕпе савăнса пурăнаççĕ. Тĕп килте пурăнакан Вячеслав ывăлĕпе Лидия кинĕ ватăсене лайăх пăхаççĕ. Пире кирек хăш вăхăтра та пиччепе инке патне пырса кайма та кăмăллă. Эпир, пилĕк йăмăкпа икĕ шăллăм, хамăрăн аслă пиччемĕре пысăка хурса хаклатпăр, сакăр теçетке çула хăварса, 55 çул савнă мăшăрĕпе юратса пурăнса ял çинче сумлă ĕçпе, ырă кăмăлĕпе, сăпайлăхĕпе палăрнăшăн мухтанатпăр, пире пурнăç çулĕнче нумай пулăшса пынăшăн пуç тайса саламлатпăр.
Капламовсем çурчĕ яланах янăравлă ача сассипе илемлĕ, картишĕ выльăх-чĕрлĕхпе пуян. Паян та çаплах: картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усрама ÿркенмеççĕ вĕсем. Ватăсем ывăлĕпе кинĕ вĕсен ĕçне малалла тăснăшăн хĕпĕртеççĕ, ватлăхра ачисенчен пархатарпа хисеп курнăшăн савăнаççĕ.
А.ПЛОТНИКОВА.