14 января 2017 г.
ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕ
Лаш Таяпари культура çурчĕн заведующийĕ Зарема Князева кăçал Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине илме тивĕçнĕ.
Аслă Таяпа шкулне - çĕнĕ автобус
Çĕнĕ çула пысăк та савăк кăмăлпа кĕтсе илнĕ Аслă Таяпасем.
Республикăна çитнĕ 16 автобус йышĕнчен пĕри вĕсене тивĕçнĕ. Çĕршывра вунă çул каялла кăларнă автобуссене çĕннисемпе улăштарма палăртнă. Шуршу, Чăваш Тăрăм ачисем хальхи йышши çĕнĕ автобус çине ларса çÿреççĕ.
Килрен-киле çÿреççĕ
Çирĕклĕ Шăхалĕнчи «Çирĕк» фольклор ушкăнĕ ĕлĕкхи йăла-йĕркене манăçа кăлармасть, аталантарсах пырать.
Раштавран пуçласа Кăшарни кунĕччен пыракан камитле тăхăннă çветкăсем ялта килрен-киле çÿресе кăçал тухăçлă тыр-пул çитĕнтĕр, выльăх-чĕрлĕх йышлă, çемьере килĕшÿ пултăр тесе ырă сунаççĕ. Ял çыннисем çветкăсен юрри-ташшипе, шÿчĕсемпе кăмăллă. «Ĕлĕкхи йăлана асран кăлармалла мар», - теççĕ ватăсем.
Ĕç опычĕпе паллашнă
Районти ялхуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем Красноармейски районĕнчи «Красное Сормово» ОООн ĕç опычĕпе паллашнă.
Вĕсем 400 пуç ытла вырнаçнă фермăра пулнă. Хуçалăх 60 миллион тенкĕлĕх /çуррине кредит илнĕ, ытти хăйсен укçи-тенки/ сĕт-çу ферми туса лартнă. 310 ĕнене кăкаркăçсăр çÿретеççĕ. Ĕнесем талăкра 21-шер килограмм сĕт антараççĕ. Коллективра 22 çын тăрăшать. Районти хуçалăхсен ертÿçисем малта пыракан опыта вырăнта ĕçе кĕртме тăрăшнине палăртнă.
Спектакльпе савăнтарнă
Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн çулталăк ăнăçлă пуçланнă: çĕнетнĕ культура çуртĕнче мероприяти хыççăн мероприяти иртнĕ.
Чăваш эстрада юрăçисен концерчĕ хыççăнах ял çыннисемпе кÿршĕсем Чăваш академи драма театрĕн артисчĕсем лартнă «Ыйхă çухатнисем» спектакль курса савăннă.
Çĕнĕ çемье чăмăртаннă
Тÿскелти Александрпа Наталья Мальцевсем нумаях пулмасть çемье çавăрнине паллă тунă.
Çамрăк мăшăр тăван-хурăнташĕсене, тус-юлташĕсене, ял-йыша ялти çĕнĕ культурăпа кану центрне йыхравланă. Унта ташă-кĕвĕ, вăйăсем, саламсем янăранă кăна. Çемьен пĕрремĕш уявĕ пит чаплă иртнĕ. Çамрăк мăшăрăн телейĕ те ĕмĕр-ĕмĕре тăсăлтăр.