Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрхануллă пулнине нимĕн те çитмест

14 января 2017 г.

Асăрхануллă пулнине нимĕн те çитмест

Юлашки вăхăтра радио-телевиденипе хăрушă хыпарсем час-часах илтетĕн: унта самолет ÿкнĕ, кунта çынсем шăнса е путса вилнĕ, газпа сирпĕннĕ е тата ытти  пăтăрмах сиксе тухнă. Çĕнĕ çул, Раштав уявĕсенче те çĕршывра, республикăра тĕрлĕ енчен шар куракансем сахал мар пулнине илтрĕмĕр. Хамăр районта лару-тăру мĕнлерех-ши? Кун пирки район администрацийĕн социаллă программăсен пайĕн начальникĕпе Виталий Рыбкинпа калаçу пуçартăмăр.

- Виталий Максимович, эпĕ пĕлнĕ тăрăх, районта Вутлă автан çулĕ ырă мар хыпарсенчен пуçланчĕ...

- Çапла çав. Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш эрни савăнăçпа иртрĕ пулсан, январĕн 8-мĕшĕнчех Вăрăмхăва ялĕнче тухнă пушарта 60 çула çывхаракан хĕрарăм хăйĕн çуртĕнче тĕтĕмпе чыхăнса вилнĕ. Тепĕр кунне каллех  пысăк инкек: Сăрьелĕнче пушарта арçын тĕтĕмпе чыхăнса çут тĕнчерен уйрăлнă.

- Чăннипех те чуна çÿçентерекен пулăмсем. Инкексен сăлтавĕ мĕнре-ши?

- Пушар хăй тĕллĕн тухмасть. Малтан палăртнă тăрăх: сăлтавĕсем - пĕччен пурăннă çынсем пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнманни, çулăмпа асăрханусăр пулни, электрооборудовани приборĕсемпе пĕлсе усă курманни. Çавăнпа та кашни хуçалăхрах огнетушитель пулмалла. Чылай чухне пÿртре тухнă вут-çулăма шывпа сÿнтерме  май çук, ку чухне огнетушителĕн усси çав тери пысăк.

- Виталий Максимович, «хĕрлĕ автан» алхаснине чарма пушар машинисем районта çителĕклĕ-и?

- Районта 6 муниципалитет тата 3 ведомствăлла мар организацисем ятарлă автотранспорт тытса тăраççĕ. Вут-çулăм алхаснă чухне кашни минут шутра. Вăрăмхăвапа Сăрьел ялĕсене пушар машинисем вăхăтлă çитнĕрен, ял халăхĕ кар тăнăран вут-çулăма иртĕхме паман. Икĕ хуçалăхăн кил-çуртне те сыхласа хăварнă, анчах çынсен пурнăçĕ вăхăтсăр татăлни темрен те пысăк çухату.

- Юлашки вăхăтра çанталăк тăрук улшăннине куратпăр. Ăшă кунсем хыççăнах шартлама сивĕсем пуçланаççĕ. Çавна май çынсем шăнса вилнĕ тĕслĕхсем те пур республикăра.

- Кăçалхи кăтартусем тăрăх, Чăваш Енре 20 çын ытла шăнса вилнĕ. Ытларахăшĕ ĕçкĕ-çике пула пурнăçран уйрăлнă. Çавна май çанталăка кура тăхăнмаллине, шăнсан эрех ĕçмелле маррине асăрхаттарсах тăратпăр.

- Виталий Максимович, умра Кăшарни уявĕ. Апла пулсан Елчĕксем вакăра, çăлкуçра шыва кĕме хатĕрленеççĕ. Районта хатĕрленÿ ĕçĕсем мĕнле пыраççĕ?

- Православи тĕнĕн аслă уявне ăнăçлă ирттерсе ярасси çине тимлĕ пăхасси çирĕп йăлана кĕнĕ. Аслă Таяпа ял тăрăхĕнче пурăнакансем Аслă Таяпари, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнче пурăнакансем Хăвăлçырмари, Тĕмерти, Элпуçĕнчи, Лаш Таяпа ял тăрăхĕнчи тĕне ĕненекенсем Яманчÿрелĕнчи, Елчĕк ял тăрăхĕнче пурăнакансем Елчĕкри кирпĕч завочĕ патĕнчи çăлкуçсенче хăйсен ÿт-пĕвне тасатма пултараççĕ. Шыва кĕмелли вырăнсенче хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнассипе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем яваплă. Вĕсем вакăсем, çăлкуçсем патне пымалли çулсене тасатма, хывăнса тăхăнмалли вырăнсем тума, вĕри чей ĕçтерессине йĕркелеме палăртнă. Районти çăлавçăсем те шыва кĕнĕ çĕрти йĕркелĕхшĕн тăрăшакансенчен аякра тăмаççĕ.

- Вулакансене, районта пурăнакансене мĕн калас килет сирĕн?

- Пурне те пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнма, шыва кĕнĕ чухне, сивĕ çанталăкра асăрхануллă пулма чĕнсе калас килет. Тимлĕ пулăр, вара инкек аякран пăрăнса иртĕ.

В.КИРИЛЛОВА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика