14 января 2017 г.
Наркомансене суд йышăнăвĕпе Раççей Федерацийĕн саккунĕсемпе килĕшÿллĕн, чиртен ирĕксĕрлесе сиплеме пултараççĕ.
Федерацин 1998 çулхи январĕн 8-мĕшĕнчи З-ФЗ номерлĕ «Наркотиксемпе психикăна сиен кÿрекен хатĕрсем çинчен» саккунĕ наркотиксемпе психикăна сиен кÿрекен хатĕрсемпе врач хушмасăр усă куракан, наркомани чирĕнчен сипленме пăрăнакан çынсене пырса тивет. Суд наркомансене йывăр чиртен сипленме, профилактика мероприятийĕсене хутшăнма, медицина тата социаллă реабилитаци витĕр тухма хушма пултарать. Çакна наркотиксен тата психикăна сиен кÿрекен хатĕрсен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан органсем тĕрĕслесе тăма тивĕç.
Суд йышăнăвне пăхăнманнисене административлă майпа 4-5 пин тенкĕ таран штрафлама, административлă йĕркепе 30 талăка яхăн арестлеме пултараççĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн, çак яваплăх мерисемпе суд йышăнăвне пурнăçа кĕртиччен усă кураççĕ, урăхла каласан, çын наркомани чирĕнчен сиплениччен е суд хăйĕн йышăнăвне чарса лартиччен.
П.КОКОРЕВ,
район прокурорĕн çумĕ.