14 января 2017 г.
Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен юридика пулăшăвне районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай урлă та тÿлевсĕр илме май пур.
Чăваш Республикин «Чăваш Республикинче тÿлевсĕр юридика пулăшăвне парасси çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн, юридика пулăшăвне тÿлевсĕр илме тивĕçлĕ çынсем халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай урлă консультаци илме, правăпа çыхăннă заявленисем, жалобăсем, ыйтса çырнисем, ытти документсем хатĕрлеме, патшалăх, муниципалитет органĕсенче, организацисенче хăйсен интересĕсене хÿтĕлеме пултараççĕ.
Тÿлевсĕр юридика пулăшăвĕн патшалăх тытăмне хутшăнакан адвокатсем /тăкаксене бюджетран саплаштараççĕ/ çынсене тавăçсем, административлă шырав заявленийĕсем, пĕтĕмĕшле юрисдикци, апелляци, кассаци сучĕсене заявленисемпе жалобăсем, асăрхав жалобисем хатĕрлеме пулăшаççĕ, судсенче граждансен интересĕсене хÿтĕлеме хутшăнаççĕ.
Юридика пулăшăвне тÿлевсĕр илес тесен, çак правăпа усă куракан çын социаллă хÿтлĕх пайне паспортпа, вăл тÿлевсĕр юридика пулăшăвне илме тивĕç пулнине ĕнентерекен документпа пымалла, заявлени çырса памалла.
Елчĕк районĕнче тÿлевсĕр юридика пулăшăвĕн патшалăх тытăмне Виктор Васильевич Егоров адвокат хутшăнать.