14 января 2017 г.
Пĕр хĕл те пулин грипсăр иртесчĕ! Çук вĕт, Чăваш Енре вăл алхасать кăна. Çĕнĕ çулăн малтанхи кунĕнче республикăра гриппа тата ОРВИпе чирленĕ 5 пине яхăн çынна регистрациленĕ.
Çулсеренех кĕркунне-хĕллехи вăхăтра гриппа тата çивĕч респираторлă вирус инфекцийĕсемпе /ОРВИ/ чирлекенсен йышĕ ÿсет. Районта грипп сарăлнă тесе калама çук-ха, иртнĕ çул вĕçĕнче 1 çын чирленине, ОРВИпе çулталăк пуçланнăранпа 50 çын чирленине регистрациленĕ, ытларахăшĕ – ачасемпе хуларан хăнана килнĕ çынсем.
Грипп – пур çĕрте те сарăлма пултаракан вирус инфекцийĕ. Пуç, шăм-шак ыратни, ÿт температури ÿсни, ÿсĕрни, вăй пĕтни - чир паллисем. Чир пуçланасса сисрĕн пулсан вăраха ямасăр сипленмелле. Унсăрăн бронхит, пневмони пуçланма пултараççĕ, унпа пĕрлех ытти органсем те сиенленеççĕ. Чи хăрушши - чир шала кайни. Грипп ытларах прививка туманнисем хушшинче сарăлни паллă. Çавна май вакцинаци туни гриппа кĕрешмелли чи витĕмлĕ меслет пулнине асра тытмалла.
Чир сарăлнă вăхăтра хăш-пĕр профилактика мероприятийĕсене пурнăçлани те унран сыхланма май парать:
- чирлĕ çынран пăрăнса çÿрĕр;
- нумай çын çÿрекен вырăнта сахалтарах пулăр;
- медицина маски тăхăнăр;
- пÿлĕме уçăлтарăр;
- алла тăтăшах супăньпе çăвăр;
- лайăх апатланăр, спортпа туслашăр.
Енчен те эсир чирлесе ÿкрĕр пулсан килте хăвăр тĕллĕн сипленессинчен пăрăнăр, тÿрех тухтăр патне кайăр е чĕнсе илĕр. Вăл çеç сире тĕрĕс сипленме пулăшĕ. Ытларах шыв ĕçни те усăллă.
Грипăн тĕп паллисене асра тытăр: сывă çын кĕтмен çĕртен чирлет, пуç хытă ыратать /тăнлав, çамка тĕлĕнче вăйлăрах палăрать/, вăй пĕтет, мышцăсем, сыпăсем кăнăçсăрлантараççĕ, шăнтать, температура ÿсет /38-40 градус/, 3-4 кун чакмасть, типĕ ÿслĕк аптăратать, пыр ыратать. Ку паллăсене икĕ-виçĕ кунтан асăрхама пулать. Çак паллăсем пулсассăнах врача чĕнмелле, ураран ÿкессе кĕтмелле мар.
Г.УФУКОВА,
районти тĕп больницăн тĕп врач çумĕ.