Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чуна парса ĕçлесен

01 января 2017 г.

2016 çулхи кăтартусене пĕтĕмлетесси Раççейри Кино тата Чăваш Республикинчи Ĕç çыннин çулталăкĕпе пĕр килчĕ. Çавна май Çĕнĕ çул уявĕ умĕн Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче савăнăçлă лару-тăрура иртнĕ чаплă уявра пархатарлă ĕçре тăрăшакансене чысласси тĕп вырăнта пулчĕ.

Уяв программи Хĕл Мучи тата Юрпике саламĕпе пуçланчĕ, 2017 çул хуçи - хĕрлĕ автанпа унăн çумри юлташĕ чăх театрализациленĕ программăпа сцена çине тухни, пушшех, уява чĕрĕлĕх кĕртрĕ. 

Тулли залри ĕç çыннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин  Çĕнĕ çул ячĕпе саламларĕ. Иртнĕ çулталăкри ĕçсене кĕскен пĕтĕмлетнĕ май Николай Петрович çакна палăртса каларĕ: «Ĕçе юратса тата çине тăрса пурнăçласан кирек хăш профессире те пысăк çитĕнÿсем тума пулать». Чăннипех, çапла. Хальхинче ят-сума тивĕçнисен хисепĕнчи çынсем те хăйсене шанса панă ĕç вырăнĕсенче чун-чĕрисене парса ĕçлекенсем. Вĕсенчен хăшĕ-пĕрисемпе тĕплĕнрех паллашар-и? Раççей шайĕнче ялхуçалăх тематикипе иртнĕ конкурс çĕнтерÿçи пулса тăнă Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕн заведующийĕ Светлана Голубева РФ Ялхуçалăх министерствин Тав çырăвне, Любовь Адюкова ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин, Людмила Егорова ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин, тепĕр ушкăн культура ĕçченĕсен профсоюз Чăваш рескомĕн, «Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен канашĕ» обществăлла организацин, Елчĕк район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсене илме тивĕçлĕ пулчĕç.

Уява курма пынисемпе чыслава тивĕçлĕ хисеплĕ çынсене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый та саламларĕ. Леонард Васильевич районти суйлав комиссийĕн председателĕ те. Çакна шута илсе вăл  2016 çул çынсен асĕнче ĕçри ÿсĕм-çитĕнÿсемпе пĕрлех политикăри паллă пулăмпа асра юлнине те палăртса каларĕ. Иртнĕ çул эпир РФ Патшалăх Думине тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашне  депутатсем суйларăмăр. Елчĕк районĕнче суйлав çÿллĕ шайра иртнине шута илсе унта тÿрремĕн хутшăнса ĕçленĕ Любовь Марковăпа Людмила Королевăна, Антонина Павловăпа Зинаида Михеевăна, Светлана Кирилловăпа Лидия Капламовăна тата Марина Печковăна ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн  Тав çырăвĕсемпе, «Çын ĕçпе мухтавлă» ятпа иртнĕ видеороликсен конкурсĕнче çĕнтернĕ районти шкулсенче вĕренекенсене чысларĕ.

Ĕç çыннин çулталăкĕнче производство предприятийĕсемпе суту-илÿ, обществăлла апатлану тата йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен предприятисем хушшинче иртнĕ «Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ çул çутисем» конкурса та пĕтĕмлетрĕç. Вĕсене укçан премисемпе тата дипломсемпе чысларĕç. Обществăлла апатлану предприятийĕсем хушшинче «Мечта» кафе /Татьяна Теплова/ – пĕрремĕш, «Спортбар» кафе /Сергей Горшков/ - иккĕмĕш, «Кристалл» суту-илÿ çурчĕ» /Галина Иванова/ - виççĕмĕш, суту-илÿ предприятийĕсем хушшинче «Водолей» /Валерий Изратов/ - пĕрремĕш, «Арсенал» /Владимир Ершов/, «Меридиан» /Александр Чернов/ - иккĕмĕш, «Магнат» /Петр Дудкин/, «Охота. Рыбалка. Спорт» /Оксана Яковлева/ - виççĕмĕш, йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен предприятисем хушшинче «Надежда» парикмахерски /Надежда Карсакова/ - пĕрремĕш, «Венера» парикмахерски /Оксана Мальцева/, уйрăм çыннăн - Валерий Изратовăн автосервисĕ - иккĕмĕш, «Клеопатра» илем салонĕ виççĕмĕш вырăнсене тухнине палăртнă. Сăмах май, йывăрлăхсенчен хăрамасăр хăйсен ĕçĕсене йĕркелесе яма пултарнă çÿлерех палăртнă предпринимательсем район экономикине тĕреклетессинче хăйсен тивĕçлĕ тÿпине хываççĕ. Унсăр пуçне, район шайĕнче иртекен тĕрлĕрен мероприятисенче пуçарулăх кăтартаççĕ. Валерий Васильевич Изратов шăпах çакăн пек çынсенчен пĕри, тенĕ пулăттăмăр. Хальхи конкурсра та вăл икĕ номинацире палăрчĕ. Унсăр пуçне, районта иртекен нумай мероприятие спонсор пулса хутшăнать. «Елчĕк ен» хаçат редакцийĕ район хаçатне 2017 çулхи пĕрремĕш çур çулта çырăнса илекенсем хушшинче лотерея вылявне йĕркелесе ирттерме те нумай кирлĕ тавар парса пулăшрĕ. Валерий Васильевича - пысăк тав. Малашнехи ĕçре  ăнăçусем пулччăр.

...Кăçал Раççейре - Экологи, Чăваш Республикинче Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ. Паянхи тĕллев - ăна тивĕçлĕ шайра ирттересси.

Светлана АРХИПОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика