28 декабря 2016 г.
Вырсарникун пирĕн çĕршыв Раççейри паллă çынсене çухатрĕ. Артистсемпе журналистсем, çар çыннисемпе ыркăмăллăх фончĕн ĕçченĕсем РФ Оборона министерствин самолечĕпе Сирие Раççей салтакĕсене Çĕнĕ çулпа саламламашкăн кайма çула тухнă, анчах палăртнă вырăна çитеймен: лайнер Хура тинĕсе ÿкнĕ.
Вилнисен йышĕн чи пысăк пайĕ А.В.Александров ячĕллĕ юрăпа ташă ансамблĕн артисчĕсем. Çак инкекре пирĕн ентешсем те вилнĕ: çамрăк юрăç тата режиссер Максим Иванов тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕ Андрей Кочемасов. Иккĕшĕ те А.В.Александров ячĕллĕ ансамбльте ĕçленĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев авиакатастрофăра вилнисен çемйипе тата тăванĕсемпе пĕрле хурланнине пĕлтернĕ. «Ку инкек никама та лăпкă хăвармарĕ. Самолетра пирĕн ентешсем те пулнă. Пĕтĕм Чăваш Ен халăхĕ ячĕпе чунран хурланнине пĕлтеретĕп», - палăртнă Михаил Васильевич.
Хальхи вăхăтра пысăк карапсемпе катерсем, ятарлă водолазсен пысăк ушкăнĕ инкекре вилнĕ пассажирсен ÿчĕсене шыраççĕ. Çак ĕçе 3,5 пине яхăн çынна явăçтарнă.