28 декабря 2016 г.
Çĕнĕ çул уявĕ çывхарать. Пурин те ăна илемлĕ те асра юлмалла ирттерес килет.
Фейерверксене, петардăсене тата пиротехника изделийĕсене халĕ çăмăллăнах туянма пулать. Анчах та çак çутăсене туянакансем хăйсен аллинче хăрушлăх кăларса тăратакан, аркатакан пысăк вăй пулнине манаççĕ. Асра тытăр - салютсем илемлĕ кăна мар, хăрушă та. Инкеклĕ лару-тăрăва çакланас мар тесен çакна асра тытмалла: пиротехникăна сутма ирĕк пур лавккасенче кăна туянмалла, хатĕрсене вĕçертиччен инструкцие /вăл вырăсла та пулмалла/ вуламалла, хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмалла. Ачасен пиротехникăна аслисемпе пĕрле кăна усă курмалла. Салют ямалли вырăна малтанах суйласа илмелле. Вăл тÿрĕ, электричество пралукĕсем тата ытти чăрмавсем çук вырăнта пулмалла.
Çĕнĕ çул фейерверкĕ савăнăç кăна илсе килтĕр.
А.САЙКИН,
пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕн начальникĕ.