Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Наянсене чăтма пултараймастăп»

28 декабря 2016 г.

«Наянсене чăтма пултараймастăп»

Хĕлле кун çути курнăранах тăр  Хĕл Мучи пит-куçа чĕпĕтекен, утнăçемĕн юр кăчăрт-кăчăрт тăвакан çанталăка кăмăллать Надежда Петрова. Кашни кун ирхине Лаш Таяпари ветеринари участокне, каç енне каялла яла васкать вăл. Ветфельдшер кунне 12 çухрăма хыçа хăварать. Вăшăл-вашăлскер, ÿт-пĕвне ачаран пиçĕхтернĕскер, çулла пĕр-ик çул мопедпа çÿрерĕ, унтан велосипед çине ларчĕ те ăшă кунсенче унран анмасть.

- Надя, уру тĕпне скипидар сĕрнĕ пуль санăнне, куллен чупан эсĕ, - теççĕ ăна ял çыннисем.

Надежда Васильевна Бикулов хресчен /фермер/ хуçалăхĕнчи выльăх-чĕрлĕхе те пăхса тăрать.

Вăл чăн-чăн ял çынни иккенне унпа калаçнăçемĕн туйса пыратăн. Пĕр самант та ĕçсĕр лараймасть вăл.

- Наянсене чăтма пултараймастăп. Ир тăракан çерçи ялан тутă тени тĕрĕсех. Пĕрре килекен ĕмĕре çывăрса ирттернин усси çук, - тет вăл.

Надежда ял хĕрех пулнă. Тăван амăшĕ хĕрача тăваттăмĕш класра вĕреннĕ чухне çĕре кĕнĕ. Ун чухне Надьăн кĕçĕн йăмăкĕ сăпкара çеç выртнă. Кайран ашшĕ тепре авланнă, йыш хушăннă. Аппăшĕ пĕртăванĕсемшĕн мĕн чухлĕ тăрăшнине, çĕр çывăрман каçсене шутласа та кăлараймĕ. Пĕчĕккĕллех ури çине ĕне пуснăран пурнăçăн йÿçĕклĕхне  нумай астивнĕ вăл.

Шкултан вĕренсе тухсан Надя Шупашкара çул тытнă. Пир-авăр фабрикине ĕçлеме кĕнĕ. Канмалли кунсенче тăван яла васканă, йышлă пысăк çемьене пулăшнă. Виçĕ çул хулара ĕçленĕ хыççăн шăпа хĕре тăван ялах илсе çитернĕ. Пĕр ялта ÿснĕ, туслă çÿренĕ Владимир Петров хĕре качча тухма ыйтнă. Хăй пекех тăрăшуллă йĕкĕтпе çемье çавăрсан Надя тăван ял фермине вырнаçнă.  Малтанах 35 ĕне сунă çамрăк хĕрарăм. Сакăр доярка туслă, ăмăртса вăй хунине аса илет  Надежда Васильевна.

- Малтанах тăватă çул алăпа сунă, - тет вăхăтĕнче «Слава» колхозăн чи маттур доярки Надежда Петрова. - Халĕ чылай ĕçе механизациленĕ, анчах фермăра ĕçлес текенсем çук пирĕн ялта.

Çамрăксем килте ĕçсĕр  ларни  уйрăмах килĕшмест ăна.

- «Ĕç çук, ĕç çук» тесе ялти хĕрарăмсем килте компьютер умĕнчен тăраймаççĕ. Ялта тупăшлă пурăнма пулатех.  Паллах, кахалланса лармалла мар. Выльăх-чĕрлĕх усрасан кĕсьерен кĕмĕл татăлмĕ.  Пирĕн çемьене, калăпăр, куллен 900 тенкĕ укçа кĕрет, - кăмăл-туйăм çĕкленĕвне пытармасть хĕрарăм.

Пăрчăкан пек вăр-варскер 19 çула яхăн дояркăра тăрăшнă. Шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа, чыслăн пурнăçланăшăн пĕрре кăна мар пысăк наградăна, парнесене тивĕçнĕ. Хастар доярка турист путевкипе ют çĕршывсенче  те пулса курнă. Пĕр çулхине ăна СССР Верховнăй Совечĕн депутатне кандидата тăратма та палăртнă, анчах мăшăрĕпе венчете тăни, ывăлне шыва кĕртни  ура хунă.

Колхозсем салансан  Çĕнĕ Эйпеç ферми те пĕтнĕ. Надежда Васильевна юратнă ĕçсĕр тăрса юлсан пуçне усман. Çамрăках мар пулнине пăхмасăр Патăрьелĕнчи професси паракан училищĕне çул тытнă. Вĕреннĕ хушăрах Лаш Таяпари ветучастокра тăрăшнă.

- Выльăх-чĕрлĕх чирленине  чухлаттăм, анчах пĕлÿ çитменнине те туяттăм. Çавăнпах алла диплом илтĕм. Унтанпа вунтăватă çул ытла хыçа юлнине те сиссе юлаймарăм, - тет хăй ĕçне чунтан парăннăскер.

Ветучасток заведующийĕ П.Ермолаев, С.Суркова ветфельдшер пултаруллă та маттур юлташĕпе савăнаççĕ.

- Ара, отпускра та канма пĕлмест вăл. Кĕркунне фермер хуçалăхне тырă аллама каять. Хăй пек теветкеллĕ тăватă хĕрарăма пĕрле илет, - пĕлтереççĕ вĕсем.

- Выльăх-чĕрлĕхне нумай усратпăр. Çавна май тырри те, утă-улăмĕ те сахал мар кирлĕ, - тет Надежда Васильевна.

Çакă  савăнтарчĕ:  Люба йăмăкĕ те  ялти харсăр хĕрарăмсен йышĕнче.

Петровсем хальхи вăхăтра икĕ ĕне, пушмак пăру, виçĕ вăкăр, 20 чăх, икĕ сысна, 15 кролик, 10 сурăх усраççĕ.

- Сĕт хакĕ тивĕçтерет халĕ.  Кун пек хак пулса курман-ха, 1 килограмĕ - 22,5 тенкĕ вĕт. Ялта ĕне усрамаллах. Куллен чĕрĕ укçа кĕрет, - тет ăста алăллă кил хуçи хĕрарăмĕ.

Надежда Васильевнăпа Владимир Николаевич 35 çул килĕштерсе пурăнаççĕ.  Арçын ĕçкĕпе иртĕхмест, пирус туртмасть. Мăшăрĕ çумĕнче хăйне чи телейлĕ хĕрарăм тесе шутлать. Çÿпçипе хупăлчиех вĕсем, иккĕшĕ те ĕçшĕн хыпса çунаççĕ. Кăнтăрла ĕнисене упăшки сăвать. Ытти чухне инçете ĕçе çÿрет, хĕлле арăмне кил картинче пулăшу аллине тăсать. Пĕччен çавăн чухлĕ выльăха пăхма пĕрре те çăмăл мар.

- Мăшăрăм, кăштах кан-ха, - шеллет арăмне упăшки. Анчах мĕн пĕчĕкрен хăнăхнă правурлăхне чакараймасть хĕрарăм. 

Надя  хунямăшĕпе, Валентина Мухитовнăпа, çак таранччен пĕр сивĕ сăмахпа  урлă пулса курман. 84 çулхи ватă пултаруллă кинĕпе савăнать.

Петровсен кермен пек чаплă кил-çурчĕ Николай ывăлĕпе Оля хĕрĕ çемйисемпе килсен тулсах каять. Ачисем иккĕшĕ те аслă пĕлÿ илнĕ. Николай - строитель, Оля - шăл тухтăрĕ. Ултă мăнукпа савăнтарнă ачисем ашшĕпе амăшне.

Надежда Васильевнăна пĕртăванĕсем питĕ юратаççĕ. Ара, вĕсене пурнăç çине çивĕччĕн пăхма пулăшнă, мĕн ачаран ĕç тĕлне  вĕрентнĕ аппăшĕ. Халĕ вĕсем пурте çемьеллĕ, пĕринчен тепри сатур та маттур.  Уявра  яланах туслăх кĕреки йăтăнать, юрри янăрать. Ĕç паттăрĕсем пилĕк авма кăна мар, юрра-ташша та пултараççĕ. Илемлĕ сăн-питлĕ, яштака пилĕклĕ Надя чăн чăваш хĕрарăмĕн тумĕпе, тухьяпа хăйĕн юбилейĕн кĕрекине тата  та çутатать. «Чăн-чăн ĕç паттăрĕ, ĕç патши пирĕн тăван», - теççĕ тăванĕсем ытарайми юратнă çыннине салам сăмахĕсем каласа...

В.КИРИЛЛОВА.

Сăнÿкерчĕкре: Н.Петрова. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика