Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район пурнăçĕ: кун хыççăн кун

24 декабря 2016 г.

50 çул пĕрле

Çур ĕмĕр каялла Кивĕ Арланкассинчи Конон Алексеевичпа Лидия Емельяновна Фроловсем пурнăç çулĕпе пĕрле утма тĕв тытнă - çемье йĕркеленĕ.

Мăшăр ĕмĕрĕпе тăван хуçалăха аталантарассишĕн тăрăшнă. Конон Александрович хăйĕн кун-çулне рядовой колхозникран пуçланă, унтан трактористра, водительте ĕçленĕ, «Победа» колхозри 9-мĕш комплекслă бригадăна, строительсен бригадине ертсе пынă. Икĕ хутчен Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне, ВДНХн кĕмĕл, бронза, «Ĕçри хастарлăхшăн» медальсене тивĕçнĕ. Ăна Чăваш Республикин Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе те чысланă.

Лидия Емельяновна та тăван хуçалăхра мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тăрăшнă.

50 çул хушшинче темле йывăрлăха тÿснĕ пулин те тивĕçсене ăнăçлă татса панă. Пĕрле пурăннă 50 çул пĕтĕмлетĕвĕ - икĕ ача тата тăватă мăнук. Ачисем Чăваш Енĕн тĕп хулинче пурăнаççĕ, строительсем пулса ĕçлеççĕ.

Пĕрле пурăнма 50 çул çитнĕ ятпа мăшăра Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Зайцев саламланă, парне парса чысланă.

 

Ĕçтешĕмĕре саламлатпăр

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2016 çулхи декабрĕн 20-мĕшĕнче кăларнă 195-мĕш указĕпе килĕшÿллĕн пичет енĕпе тунă тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул ăнăçлă ĕçленĕшĕн пирĕн ĕçтешĕмĕре - Чăваш Республикин «Елчĕк районĕн «Елчĕк ен» хаçачĕн редакцийĕ» автономи учрежденийĕн тĕп редакторне Николай Васильевич Алексеева «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă.

Хисеплĕ ята тивĕçнĕ Николай Васильевич хăйĕн ĕмĕрне журналистикăпа çыхăнтарнă. Вăл «Елчĕк ен» /маларах «Колхоз ялавĕ»/ хаçатра 1981 çултанпа, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ хыççăн ĕçлет. Малтан корреспондентра, унтан 23 çул яваплă секретарьте, 2004 çултанпа тĕп редакторта тăрăшать.

35 çул ытла вăй хурать вăл хаçатра. Унăн калемĕ витĕр мĕн чухлĕ материал тухман-ши? Тĕрлĕ темăсене çĕкленĕ вăл материалсенче.

Николай Алексеев журналист кăна мар, историк та, краевед та. Ахальтен мар вăл пушă вăхăтра кĕнекесем калăплать, районăн, хăй çуралса ÿснĕ ялăн - Тĕмерĕн кун-çулне тĕпчет. Унăн 2006 çулта «Тĕмер чиркĕвĕ», 2012, 2016 çулсенче «Тĕмер ялĕ тата унăн çыннисем» икĕ томлă кĕнекисем кун çути курчĕç. Çавăн пекех 2007 çулта кăларнă «Яльчикский район. Краткая энциклопедия», 2013 çулта пичетленĕ «Крылатая молодость» кĕнекесен авторĕсенчен пĕри. Çак вăхăтра вăл редакциленĕ 20 яхăн кĕнеке хаçат, республика типографийĕсенче кун çути курнă.

Ĕçтешĕмĕре саламлатпăр, ăнăçу, сывлăх сунатпăр. Унăн калемĕ нихăçан та ан мăкалтăр.

А.КАРЛИН.

 

Конкурса пĕтĕмлетнĕ

Елчĕк тăрăхĕ ĕçчен çынсемпе пуян. Вĕсене халалласа районти библиотекăсенче тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ: çавра сĕтелсем, куравсем, тĕлпулусем, конкурссем...

Çак кунсенче Ĕç çыннин çулталăкне халалланă «Манăн çĕр - манăн уçлăх» конкурса пĕтĕмлетрĕç.

Конкурса 14 библиотека 15 ĕç тăратнă. «Чи лайăх ялхуçалăх предприятийĕ» номинацире Хĕрлĕçырти библиотекăн заведующийĕ Елена Капитонова, «Çын ĕçĕпе мухтавлă та аслă» номинацире Курнавăшри библиотекăн заведующийĕ Раиса Горшкова, икĕ номинацире те Тăрăмри библиотекăн заведующийĕ Светлана Михайлова çĕнтернĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика