24 декабря 2016 г.
Иртнĕ юнкун, Пĕрлехи информаци кунĕнче, Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова ертсе пыракан ушкăн пирĕн районта пулнă.
Çак кун информаци ушкăнĕсем ялсенче, организацисемпе предприятисенче пулса, вĕсенче пурăнакансемпе, ĕçлекенсемпе тĕлпулусем ирттерчĕç. Ыйтусем те пĕлтерĕшлĕ, кашни çыннах хумхантараççĕ. Декабрь пуçламăшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Раççей Федерацийĕн Пухăвне 2017 çул валли Çырупа тухрĕ. Пĕрлехи информаци кунне хутшăннисем çак системлă та стратегиллĕ документра çĕршывăн аталанăвĕн тĕп çул-йĕрне палăртнине пĕлтерчĕç. Иртнĕ çулсенчи пекех, Çырура патшалăхăн социаллă политики тĕп вырăн тупнă.
Пĕрлехи информаци кунĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн 2016 çулхи ноябрĕн 23-мĕшĕнчи «Чăваш Республикинче 2017 çула Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе пĕлтерни çинчен» указне пурнăçа кĕртмелли тĕп çул-йĕрне, Çĕнĕ Çул тата Раштав уявĕсене ирттернĕ вăхăтра, 2016-2017 çулсенчи хĕллехи тапхăрта пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнмаллине те палăртнă.
Хальхи вăхăтра хумхантаракан çивĕч ыйту вăл - пахалăхсăр алкоголь тата спиртлă шĕвексемпе сутă тăвассине чарса лартасси. Çын организмне сиен кÿрекен шĕвексен çулне пÿлмеллех - çакăн пек шухăш тĕп вырăнта пулчĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче. Ĕç коллективĕсем, йышăнăва килнĕ çынсем çак киревсĕр йăлана тĕпрен тĕплемеллине палăртрĕç.
Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова çав кун район администрацийĕн ларусен пысăк залĕнче вăрçăпа ĕç, хĕç-пăшаллă вăйсен, право сыхлавĕн ветеранĕсен районти канашĕн пленумне хутшăнчĕ, ветерансем умĕнче тухса калаçрĕ. Ун хыççăн вăл Курнавăш ял тăрăхĕнчи ĕç коллективĕсемпе тĕл пулчĕ.
Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕн пĕрремĕш çумĕ Елена Сапаркина, район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ Евгения Михайлова патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсем паракан нумай функциллĕ центрăн, миграци службин, «Елчĕкри инвентаризаци бюровĕ» сахал яваплă обществăн, «Росгосстрах» страхлакан компанин, халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен центрăн, суд приставĕсен ĕçченĕсемпе тĕлпулу ирттерчĕç.
Федерацин налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçин çумĕ Ольга Никина, район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн ертÿçи Марина Павлова Елчĕкри почтамтра, «Стройэнергосервис» сахал яваплă обществăра ĕçлекенсемпе калаçусем йĕркелерĕç.
Тĕлпулусем вăхăтĕнче Пĕрлехи информаци кунне хутшăнакансем çынсене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнчĕç. Вырăнтах татса панисĕр пуçне тĕплĕнрех тĕпчемелли ыйтусене шута илнĕ.
А.КАРЛИН.