24 декабря 2016 г.
1979 çулта, декабрĕн 25-мĕшĕнче Афганистанăн çĕнĕ правительстви ыйтнипе Совет Союзĕн йышлă мар çар контингенчĕн салтакĕсене Афганистан çĕрĕ çине кĕртме пуçланă. 2238 кун, 1989 çулхи февралĕн 15-мĕшĕччен пулнă вĕсем кÿршĕллĕ çĕршывра.
Совет çарĕн салтакĕсем Афганистанра хăйсен тивĕçĕсене чыслăн пурнăçланă, паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнă. Хаяр çапăçусенче çухатусем те пысăк пулнă. Афган вăрçинче 13833 совет салтакĕпе офицерĕ пуç хунă, 49985-шĕ аманнă, 6669-шĕ инвалид пулса юлнă, 312-шĕ хыпарсăр çухалнă. Унсăр пуçне 180 çар советникĕ, тăлмачăсем, министерство - ведомство специалисчĕсем 584-ăн вилнĕ. 10 çула яхăн пынă вăрçăра Чăваш Енре çуралса ÿснĕ 6 пин ытла каччăпа хĕр интернационалла тивĕçе пурнăçлама хутшăннă. Çав шутран Елчĕк тăрăхĕнчи 362 çамрăкăн Афганистанăн çÿллĕ сăрчĕсене хăйсен юнĕпе хĕретме тивнĕ. Виççĕшĕ - Юрий Борисов /Елчĕк/, Юрий Григорьев /Кивĕ Эйпеç/, Анатолий Патшин /Аслă Елчĕк/ тăван ене сыввăн таврăнайман.
Демократиллĕ Афганистан Республикин халăхне пулăшса, кÿршĕллĕ çĕршывăн ирĕклĕ пурнăçне хÿтĕлесе совет салтакĕсем çитĕнекен ăрусемшĕн чăн-чăн паттăрсем пулнине кăтартса пачĕç. Афганистанра, ытти «хĕрÿ точкăсенче» çапăçнă, пуçне хунă салтаксене манмастпăр. Вĕсен ячĕпе районти çар комиссариачĕн çурчĕ умĕнче палăк çĕкленĕ, «Улăп» физкультурăпа спорт комплексĕн керменĕ умĕнче çар вертолетне вырнаçтарнă. Интернационалла тивĕçе пурнăçланă ентешсен хăюлăхĕпе паттăрлăхне асран кăларас мар тесе Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕ Николай Малышкин «Чыслăх салтакĕсем» кĕнеке кăларчĕ. Унта районти воин-афганецсен кун-çулне анлăн сăнласа панă.
Афганистанра интернационалла тивĕçе пурнăçланă салтаксем çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парассипе тимлеççĕ - вĕсене час-часах шкулсенче, библиотекăсемпе культура учрежденийĕсенче курма пулать. Тĕлпулусенче воин-афганецсем хăйсен служби çинчен аса илеççĕ, йывăр вăхăтра юлашки чĕлĕ çăкăра, сыпкăм шыва юлташсемпе пайлани, пĕр-пĕрне хавхалантарса тăни, пулăшса пыни, пурнăçа шеллемесĕр юлташсене çулăмран илсе тухма ăнтăлни çинчен каласа параççĕ. Вĕсемех кашни çулах Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ умĕн иртекен оборонăпа массăллă спорт уйăхлăхне те активлă хутшăнаççĕ, тĕрлĕ мероприятисем, спорт вăййисем, паттăрлăх урокĕсем йĕркелеççĕ. «Афганистан - чĕре ыратăвĕ» тĕлпулусем иртеççĕ, «Вăрçă, вăрçă, вăрçă» кĕнекесен куравĕсемпе паллашаççĕ.
Пĕр-пĕрне пулăшас, йывăр самантсенче хамăр ирĕксене хÿтĕлеме пултарас тĕллевпе йĕркеленĕ Афган вăрçин инваличĕсен районти пĕрлĕхĕ паттăрсене асăнса тĕрлĕ ăмăртусем йĕркелессипе, ветерансен тĕрлĕ ыйтăвне татса пама пулăшассипе, вĕсене общество пурнăçне активлă явăçтарассипе, çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парассипе тимлет. Акă, виçĕ çул каялла «Улăп» физкультурăпа спорт комлексĕнче «хĕрÿ точкăсенче» çапăçнă ветерансемпе инвалидсен, вĕсен çемйисен спартакиадине йĕркелерĕмĕр. Унта пирĕн районти ветерансем çеç мар, Чăваш Енĕн ытти тăрăхĕсенчен те активлă хутшăнчĕç. Кашни çулах иртекен спартакиада программи анлă: шывра ишесси, кире пуканĕ йăтасси, шашкăлла вылясси, дартс вăййи, автомата салатса пуçтарасси, пневматикăллă винтовкăпа тĕл пересси, мини-футболла вылясси. Çавăн пекех йĕлтĕрçĕсем Юрий Львов афганец призĕсемшĕн, «Кĕрешÿ» мелĕпе кĕрешекенсем Афганистанра пуçне хунă Анатолий Патшина, спортăн ытти енĕсемпе воин-интернационалистсене асăнса спорт ăмăртăвĕсене ирттереççĕ.
Афганистан халăхĕн ирĕклĕ пурнăçне хÿтĕленĕ, 10 çула яхăн Афган чиккинчен çĕршыва наркотиксемпе хĕç-пăшал илсе кĕрессине чарса тăнă совет салтакĕ - воин-интернационалист нихăçан та манăçмĕ.
П.АНИСИМОВ,
Афган вăрçин инваличĕсен районти пĕрлĕхĕн ертÿçи.
Сăнÿкерчĕкре: Воин-интернационалистсем Аслă Елчĕкре çуралса ÿснĕ, Афганистанра пуçне хунă Анатолий Патшина асăнса ирттернĕ ăмăрту вăхăтĕнче.