Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наркотиксен сиенĕ пысăк

24 декабря 2016 г.

Хальхи вăхăтра хумхантаракан ыйтусенчен пĕри вăл - наркотиксемпе тата психикăна сиенлекен япаласемпе иртĕхни. Обществăра сÿрĕклĕх, ăнăçсăрлăх, шанăçсăрлăх ÿссе пыни çамрăксем хушшинче наркотиксем сарăласси патне илсе пырать.

Çамрăксем наркотиксемпе усă курассин ÿснин сăлтавне обществăри çитменлĕхсенче çеç мар, çынра хăйĕнче те курмалла. Çитĕнекен ача наркотик хатĕрĕсемпе усă курассине хăй татса парать. Чăнах, наркотиксемпе усă курнă хыççăн хаваслă-çке, пурнăçри çитменлĕхсем те «çухалаççĕ», куç умĕнчен сирĕлеççĕ. Анчах, çивĕч ыйтусене наркотиксемпе усă курса татса парас тесе, çитĕнекен çамрăк тата çивĕчреххи патне тухать: сывлăх арканать, юлташĕсем унран пăрăнаççĕ, ашшĕ-амăшĕпе хирĕçÿсем пуçланаççĕ. Унсăр пуçне наркотикпа туслашнă çамрăкăн пуçĕнче пĕртен-пĕр шухăш çеç: «Наркотикăн черетлĕ дозине ăçтан, мĕнле майпа тупмалла?» Енчен те вăл хăйне кирлĕ допинга вăхăтра илеймесен, асаплану пуçланать. Çавăн пек чухне вăл тем те тума хатĕр, çав шутра саккунсене сĕмсĕррĕн пăсма та. Мораль çинчен сăмах та пулма пултараймасть: наркоманăн пĕр тĕллев çеç - наркотик хатĕрĕсемпе усă курасси.

Çитĕнекен ача наркомани çулĕ çине ан тăтăр тесен, ăна кăсăклă ĕçе явăçтармалла. Кунта алкоголь тата наркотик хатĕрĕсем чăрмантармалла мар. Ача спортпа туслашни те пысăк пулăшу парать. Çавăн пекех çемьере туслă лару-тăру, ырăлăх, тимлĕх хуçаланни те питĕ кирлĕ.

А.КАРАБУРНАШЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика