Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кайăк хитре тĕкĕпе, этем - ĕçĕпе

24 декабря 2016 г.

Районта ĕçпе пиçĕхнĕ çынсем питĕ нумай. Кашнийĕшĕ тĕрлĕ сферăра  вăй хурать, кашнийĕн хăйне евĕр тавракурăм. Çапах та пурте çĕр ĕçченĕ, çăкăр умĕнче пуç таятпăр.

«Çăкăртан асли, çĕртен хакли çук», - текен каларăш тăван халăхшăн ĕмĕрсем хушши тĕнчери чи пысăк тĕрĕслĕх пулнă. Çамрăк ăрăва çак сăмахсем паян мĕн калаççĕ-ши? Пирĕн мăн асатте-асанне вара çын кун-çулне, пурнăçне çăкăр хакĕпе виçнĕ. Çăкăрăн чăн тути те, чăн хакĕ те хăв аллупа суха туса, тырпул акса, тĕштырă пуçтарса илсен çеç чуна кĕрет, чĕре патне пырать. Елчĕкри тĕп библиотекăпа «Елчĕк ен» хаçат редакцийĕ çĕр ĕçченĕн, çăкăрăн хакне ÿстерес тĕллеве тĕпе хурса кăçал вулакансем хушшинче «Анне пĕçернĕ çăкăр» конкурс ирттерчĕ. Вулакансем хăйсен пултарулăхне сăвă, калав, тĕрленчĕк çырса кăтартрĕç.

Конкурса пĕтĕмлетме вулакансем, библиотекарьсем, культработниксем, сăмах ăстисем... районти тĕп библиотекăн вулав залне пуçтарăнчĕç. Калаçу  ытларах çăкăр, ăна упрасси çинчен пычĕ. Çăкăртан хакли мĕн пур-ши? Çăкăра хисеплесе, мухтаса чăвашсем сахал мар юрă хывнă, калав, повеç çырнă.

Вăрăмхăва ял библиотекин заведующийĕ Л.Казначеева А.Артемьев çырнă «Çăкăр хакĕ» кĕнекере çырнă сăмахсене питĕ ĕнентерÿллĕн сăнарланипе пуçланчĕ уяв. Вулакансемпе жюри членĕсем «Поэзи», «Проза» номинацисен çĕнтерÿçисене В.Судаковпа Т.Быковăна палăртрĕç.

«Елчĕкри çăкăр завочĕ» сахал яваплă обществăн ĕç тăвакан директорĕ А.Кузьмина, О.Ишмуратова, Т.Бурмистрова пекарьсем çăкăр пĕçерме ăста. Вĕсем уявра пысăк чыса тивĕçрĕç. Заводра 20 çын ĕçлет. Вĕсем 85 тĕрлĕ издели кăлараççĕ. Халăх районти кулинари изделийĕсене, çăкăр-булкăна хапăлласа туянать.

Р.Данилова ĕç ветеранĕ çамрăксене çăкăра упрама пил пачĕ. Хура-шурне пайтах курнă вăрçă ачисенче çынлăх, сăпайлăх, ĕçченлĕх, тараватлăх малти вырăнта тăнине тепĕр хут курса савăнатăн. Елчĕкри Александр Невский ячĕллĕ чиркĕвĕн настоятелĕ Александр Сенькин протоиерей артос тата просфир çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Вулакансем хушшинче час-часах православи темипе калаçусем ирттернĕшĕн Александр аттене пухăннисем тав турĕç.

Библиотека директорĕ Н.Романова «Анне пĕçернĕ çăкăр» конкурс çĕнтерÿçисемпе призерĕсене дипломсем тата Тав çырăвĕсем парса чыс турĕ.

Районти культура ĕçченĕсем пухăннисене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

Уява район администрацийĕн пайĕсен ертÿçисем А.Александровăпа М.Павлова хутшăнчĕç, сăмах каларĕç.

Л.ЗАЙЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика