21 декабря 2016 г.
«Елчĕк ен» хаçата
Чăтăмсăр кĕтетпĕр.
Хамăр район хаçатне
Çырăнса илетпĕр.
Тĕлĕнтермĕш çак хаçат
Мĕн кăна пĕлтермест-ши?
Мĕнле пулать çанталăк?
Пĕлмесĕрех юлăп-ши?
Çавăнпа та, юлташсем,
Çырăнар-ха хаçата.
Юлас марччĕ-çке, туссем -
Выляв та пулать тата.
Илес те квитанцине,
Чупасчĕ редакцине.
Хам çырăннă хаçатпа
Тен, тухĕ, чăнах - сыр та.
Тухмасан - кулянас çук,
Анчах хаçатсăр пурнăç çук.
«Елчĕк ен» сывлăш пекех,
Юратса вулап килтех.
Килте мар тăк, хăть ăçта
Вулатпăрах халăхпа.
Е ĕçре, е канура
Çырăнатпăр çавăнпа.
Е.БАРИНОВА.
Çирĕклĕ Шăхаль ялĕ.