21 декабря 2016 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ТАСС корреспондентне панă интервьюра çитес пилĕкçуллăхра Чăваш Ен туристсене илĕртмелли чи лайăх вырăн пуласса шантарсах каланине республикăра пурăнакансем те пурнăçланмалли тĕллев тесе шутлаççĕ.
Пирĕн республикăра, чăннипех, курмалли, паллашмалли вырăнсем нумай: тĕлĕнмелле çутçанталăк, хăйнеевĕрлĕ халăх культури, йăла-йĕрке, хăнасене яланах тараватлăн кĕтсе илме пултаракан ырă чун-чĕреллĕ çынсем. Тĕнчере вăрçă-харçă алхаснă вăхăтра та пирĕн республика хăйĕн тăнăç пурнăçĕпе палăрса тăрать.
Апла майпа Елчĕк тăрăхне малашне туристсем тата йышлăрах килсе çÿрессе шанатпăр. Мĕншĕн тесен тĕнчипе паллă Аслă Таяпари хулаш çак вăхăтченех историксемпе таврапĕлÿçĕсене, наука çыннисене хăйĕн вăрттăнлăхĕсемпе тĕлĕнтерме пăрахмасть. Пирĕн тăрăхри тепĕр паллă вырăн вăл - Патреккел çăлкуçĕ. Кунта та туристсем кашни çул йышлăн килсе çÿреççĕ. Лаш Таяпари Леонид Князев уйрăм предпринимателĕн акар йытăсен питомникĕнче тата çак çулсенче кам кăна пулса курмарĕ-ши? Пуçаруллă Леонид Князев нумаях пулмасть район территорийĕнче çĕнĕ сунар хуçалăхне йĕркеленине те регистраци тунă. Сунар хуçалăхĕн пĕтĕмĕшле территорийĕ 27248 гектар йышăнать. Çапла майпа сунара тухма юратакансем малашне кунта килсе çÿреме те пултараççĕ.