Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инкекĕ – хамăр тимсĕрлĕхре

21 декабря 2016 г.

Пурнăçра пушартан хăрушши нимĕн те çук. Вăл ниме те, никама та шеллемест. «Вăрă кĕрет - кил-çурт юлать, пушар килет - нимĕн те юлмасть», -ваттисен сăмахне нихăçан та асран кăлармалла мар.

Инкек-синкек сăлтавĕ мĕнре-ши, камра-ши? Паллах, ытларах чухне хамăр тимсĕрлĕхре. Калăпăр, сÿнтермесĕр пăрахнă шăрпăк е пирус тĕпĕ мĕн пысăкăш инкек илсе килме пултарать. Вырăн çинче пирус туртса выртни те /уйрăмах ÿсĕрле/ пысăк çухату патне илсе пынă тĕслĕхсем сахал-им районта? Пÿрт, мунча кăмакисем, электропралуксем, электрооборудовани юсавсăр пулни те хăрушă. Çĕнĕ çул умĕн кăмакари хăрăма тасатма, мăрьене тĕрĕслеме манман-и эсир? Сÿнсе  пĕтмен мунча кĕлне хуралтă çумне тăкмарăр-и? Газ плити çывăхĕнче япала тавраш типĕтме çакман-и? Вун-вун шухăш  çаврăнать пуçра.

Умра – пысăк та кĕтнĕ уяв. Çĕнĕ çулччен шутлă кунсем юлчĕç. Предприятисемпе учрежденисенче, шкулсемпе культура çурчĕсенче тата уйрăм хуçалăхсенче Çĕнĕ çул уявне анлă паллă тăваççĕ. Çавна май кашниех чăрăша хитре капăрлатма тăрăшать. Анчах шăпах çав вăхăтра инкек тухас хăрушлăх та пысăк. Кăмăла пăсас мар, уява савăнăçлă ирттерес тесен пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнмалла.

Шкулсенче, ача сачĕсенче, культура керменĕсенче, предприятисемпе организацисенче Çĕнĕ çул чăрăшне иккĕмĕш хутран çÿлерех лартма юрамасть, пÿлĕмре эвакуаци алăкĕсем иккĕ пулмалла. Чăрăша пÿлĕм варрине çирĕп лартмалла, тухса çÿремелли алăксене хупмалла мар. Чăрăш çине заводра туса кăларнă 12 вольтлă гирляндăсем çеç çакма юрать. Чăрăш вырнаçнă пÿлĕмре вут-кăварпа кĕрешмелли хатĕрсем /икĕ огнетушитель, ешчĕкпе хăйăр/ пулмалла. Яваплă çынсем уяв пуçланиччен пÿлĕмсене тĕплĕн пăхса çаврăнмалла, эвакуаци алăкĕсем çăмăллăн уçăлнине, пушар сÿнтермелли хатĕрсем вырăнта пуррине тĕрĕслемелле. Уяв иртнĕ хыççăн пÿлĕмсене тепĕр хут пăхса çаврăнни вырăнлă.

О.ПАТШИНА,
ВДПОн районти совечĕн председателĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика