17 декабря 2016 г.
Ытларикун Шупашкарти Пăр керменĕнче Раççейре Кино, Чăваш Республикинче Ĕç çыннин çулталăкĕ вĕçленнине, çĕршывра - Экологи, хамăр республикăра Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне уçнине халалланă пысăк уяв ĕç династийĕсене, ĕçре пултаруллă çынсене, ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăракан çемьесене пуçтарчĕ. Унта пирĕн районтан район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ертсе пыракан ушкăн та хутшăнчĕ.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсене тивнĕ савăнăçлă та ĕçре пиçĕхнĕ ачалăх аса килет. Ун чухне ашшĕпе амăшĕ ачисене кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухнех ĕçе явăçтарма тăрăшнă: хăйсемпе юнашар тăратса ялхуçалăх культурисене çумкурăкран тасатма, утă-улăм пуçтарма, выльăх апачĕ хатĕрлеме тата ытти ĕçсене пурнăçлама хутшăнтарнă. Пирĕн ÿсĕмри ачасемшĕн савăнăçĕ, чун киленĕçĕ вара кинофильмсем пăхасси пулнă. Килти, колхозри пысăк ĕçсем вĕçленсен ăна клубра кунне икĕ хутчен те кăтартатчĕç: кăнтăрла - ачасем, каçхине çитĕннисем валли.
Анчах рынок саманине кĕнĕренпе ĕçлекен çынна хисеплесси, кино кăтартасси чакрĕ. Çавăнпах пулĕ Раççейре Кино, Чăваш Республикинче Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе пĕлтернине нумай çын ырласа йышăнчĕ.
Уяв сцени çине чи малтанах тухнă Александр Михайлов артиста куракансем «Мужики», «Любовь и голуби» тата ытти нумай кинофильмсем тăрăх лайăх пĕлеççĕ. Вăл палăртнă тăрăх, ĕлĕкхи вăхăтра кинофильмсем çынсемшĕн киленĕç кăна пулман, вĕсем пурăнма, ĕçлеме вĕрентнĕ. Александр Михайлов «Мужики» фильма экрансем çине тухнă хыççăн куракансенчен нумай çыру илнине, арканас патне çитнĕ çемьесем çирĕпленнине аса илчĕ. Çакăнта киноискусствăн вăйĕ. Анчах халĕ çакнашкал кинофильмсем сахалтарах. Паллă артист 2017 çула республикăра Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе пĕлтернине ырă пулăм тесе хакларĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Кино тата Ĕç çыннин çулталăкне пĕтĕмлетсе çапла каларĕ: «Пирĕн ĕçченсем, ветерансем, асаттесемпе мăн асаттесем вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче юхăннă çĕршыва ура çине тăратнă, Раççей хăватлă çĕршыв пулнине пĕтĕм тĕнчене ĕнентерме пултарнă. Пирĕн тĕллев - ĕç çынни, чăн-чăн ĕçчен Тăван çĕршыва чун-чĕререн парăннă çын пулнине ĕнентересси».
Ĕç çыннин çулталăкĕнче фермăсенче, уй-хирте тăрăшакансем, станоксен умĕнче тăракансем, тĕрлĕ специальноçпа вăй хуракансем çинчен халăхра лайăх шухăш-кăмăл йĕркелеме май килнĕ. Республикăра ĕçлекенсене ытларах хисеплени, чыслама тытăнни куç умĕнче. Çакна хальхинче те Михаил Игнатьев производствăра, сывлăха сыхлассинче, вĕрентÿре, культурăра палăрнă çынсене наградăсем парса чыслани те çирĕплетрĕ.
Михаил Игнатьев Кино çулталăкĕнче республикăра ку енĕпе чылай ĕç туса ирттерни çинчен каласа пачĕ. Çĕмĕрле, Улатăр, Канаш хулисенче кинозалсене тĕпрен юсанă, çĕнĕ оборудованисемпе тивĕçтернĕ, çывăх вăхăтрах виçĕ районта çĕннисене уçаççĕ.
2017 çула республикăра Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе палăртнă. «Çемье кашни çын пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнать. Çемье пуянлăхне, йăли-йĕркине упрамалла, хăв çуралса ÿснĕ пĕчĕк тăван çĕршыва, аттепе аннене юратмалла, пĕр-пĕринпе туслă, килĕштерсе пурăнмалла. Нумай ачаллă çемьесенче хăйсен пепкисене Тăван çĕршыва тивĕçлĕ çынсем пулччăр тесе тăрăшакан ашшĕсемпе амăшĕсене тав тăватăп», - терĕ Михаил Игнатьев. Вăл Правительство малашне те хăй çине илнĕ социаллă обязательствăсене пурнăçласа пырасса шантарчĕ.
«Аттепе анне - пирĕншĕн чи çывăх çынсем. Вĕсем пире чун-чĕререн юратаççĕ. Вĕсемех пире хамăрпа юнашар пурăнакансене, хамăр халăха, хамăр çĕршыва юратма вĕрентеççĕ. Хĕрарăмсен канашĕпе Ашшĕсен канашĕн пĕрлехи ĕçĕн усси пур: республикăн Атăлçи федераци округĕнче мăшăрсем уйрăлассипе чи пĕчĕк кăтарту, Раççей Федерацийĕнче вăл саккăрмĕш вырăн йышăнать. Малашне те ку енĕпе лайăх улшăнусем пуласса шанса тăратпăр», - çакăн çинчен пĕлтернĕ Чăваш Республикинчи Патшалăх Канашĕн депутачĕ, республикăри Ашшĕсен канашĕн председателĕ Владимир Викторов.
Уявра çавăн пекех республикăри Ваттисен канашĕн председателĕ, Чăваш Енри халăхсен ассамблейин председателĕ Лев Кураков, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов та тухса каларĕç.
Хаклав
Юрий СМИРНОВ, Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ, районти Ашшĕсен канашĕн ертÿçи:
- Мана районта Ашшĕсен канашĕн ертÿçи пулнипе кăна мар, ача ашшĕ пулнăран та, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2017 çула Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе пĕлтерни савăнтарчĕ. Тулли çемьере ача ăнăçлă, тÿрĕ кăмăллă, пур енлĕн аталанса ÿсет. Çакна палăртса каларĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уявра.
Амăшĕн тата Ашшĕн çулталăкĕ Ĕç çыннин çулталăкне малалла тăснăн туйăнать. Мĕншĕн тесен ача ĕçе юратса ÿсесси чи малтанах ашшĕпе амăшĕнчен килет. Шăпах вĕсем ачисене ĕçе хăнăхтарма тивĕç. Лайăх, йĕркеллĕ амăшĕ хĕрне апат-çимĕç хатĕрлеме, кил-çурта тирпейлеме, ашшĕ кил-çуртри арçын алли кирлĕ ĕçсене пурнăçлама вĕрентсе ÿстереççĕ. Ашшĕпе амăшĕн тивĕçне пурнăçламан çемьере лайăх, йĕркеллĕ, пурнăçа тытса пыракан ывăлпа хĕр çитĕнессе кĕтсе илеймĕн.
Антонина АЛЕКСАНДРОВА, район администрацийĕн информаципе тивĕçтерекен тата архив ĕçĕн пайĕн начальникĕ:
- Районта Раççейри - Кино, Чăваш Республикинче Ĕç çыннин çулталăкĕ ăнăçлă иртсе кайрĕ. Ку енĕпе тĕрлĕ мероприятисем йĕркелерĕмĕр. Район хаçатĕнче Кино, Ĕç çыннин çулталăкне халалланă статьясемпе очерксем нумай пичетленчĕç. Çакă тĕрлĕ професси ячĕпе сумне çĕклеме пулăшрĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пурнăçа укçапа виçмелле маррине, ашшĕ-амăшĕ ачисене ăс-хакăл панипе, вĕрентсе ÿстернипе хаклама кирлине питĕ вырăнлă тесе шутлатăп.
Николай АЛЕКСЕЕВ.