Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çула - йышăннă бюджетпа

17 декабря 2016 г.

Декабрĕн 15-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен пысăк залĕнче районти Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта депутатсемсĕр пуçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, право сыхлавĕн органĕсен представителĕсем, бюджет организацийĕсемпе учрежденийĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç. Ларăва район пуçлăхĕ - районти Депутатсен пухăвĕн председателĕ И.Васильева ертсе пычĕ.

Районти Депутатсен пухăвĕн ларăвĕнче пурĕ 6 ыйту пăхса тухрĕç, йышăнусем турĕç.

Чи малтанах депутатсем районти Депутатсен пухăвĕн председателĕн çумĕ пулма В.Сядукова суйларĕç.

Ларури тĕп ыйту вăл - районăн 2017 çулхи тата планпа палăртнă 2018-2019 çулсенчи бюджетне пăхса тухса çирĕплетесси. Унăн проектне экономика майĕпен çирĕпленсе тата финанспа экономикăн лару-тăрăвне хăнăхса пынă условисенче хатĕрленĕ. Документа финанс тăнăçлăхĕн йывăрлăхĕсене шута илсе йĕркеленĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - финанс пайĕн ертÿçи Г.Анисимова палăртнă тăрăх, бюджетăн тупăшсен пайне йĕркеленĕ чухне администраторсен /налук служби, район администрацийĕн экономика, пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пайĕ/ налуксемпе налуксен шутне кĕмен тупăшсен енĕпе палăртнă кăтартăвĕсене, юлашки 3 çулта хамăр патăмăрта пухăннă тупăшсене, çавăн пекех 2017 çулти январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрекен налуксемпе бюджет саккунĕсенчи улшăнусене шута илнĕ.

Тупăшсем 2017 çулта 278,9 миллион, 2018 çулта - 269,6 миллион, 2019 çулта - 265,9 миллион, тăкаксем 2017 çулта 280,7 миллион, 2018 çулта 270,8 миллион, 2019 çулта 267,4 миллион тенкĕпе танлашмалла.

Дефицит калăпăшĕ пĕтĕм тупăшăн 5 процентĕнчен иртмест.

Г.Анисимова пĕлтернĕ тăрăх, хамăр патăмăрта пухăнакан тупăшсем çитес çул кăçалхинчен 6 процент ытларах, 65,8 миллион тенкĕ пулмалла. Çавăн пекех бюджетăн тупăшсен пайне республика бюджетĕнчен тавăрса памалла мар укçа-тенкĕ те пырса кĕмелле.

Бюджетăн хамăр патăмăрта пухăнакан тупăшсен пайĕнче налуксем 83,4 процент, налуксем шутне кĕмен тупăшсем 16,6 процент йышăнаççĕ.

Кунта уйрăм çынсен тупăшĕ çине хунă налук пысăк вырăн йышăнать - 57,4 процент. Çавăн пекех нефтепродуктсен акцизĕ, патентсен тытăмĕнчен, уйрăм ĕç-хĕле йĕркеленĕшĕн пулас тупăшран илекен, ялхуçалăх, транспорт, çĕр айĕнчи пуянлăхсене кăларнăшăн илекен налуксем, патшалăх пошлини те бюджета пуянлатĕç.

Налуксем шутне кĕмен тупăшсем 10,9 миллион тенкĕпе танлашаççĕ. Вăл çĕр лаптăкĕсене, муниципалитет пурлăхне арендăна панă, çутçанталăка сиен кÿнĕшĕн саплаштармалли тÿлевсенчен, тÿлевлĕ пулăшу панă, активсене сутнă тупăшсенчен, штрафсемпе санкцисенчен тăрать.

Республика бюджетĕнчен уйăракан тавăрса памалла мар укçа-тенкĕн калăпăшне 213,1 миллион тенкĕ палăртнă. Вăл дотацисенчен, субсидисенчен, субвенцисенчен, бюджетсен хушшинчи трансфертсенчен йĕркеленет.

Г.Анисимова районăн 2017 çулхи бюджечĕн тăкаксен пайĕ çинчен те тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Вĕсем муниципалитетăн 12 программине пурнăçлама каяççĕ. Чи пысăк тăкак - вĕренÿ тытăмĕнче - вăл тăкаксен 58,7 проценчĕпе танлашать.

Пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăхсен тытăмне, культурăпа туризма, физкультурăпа спорта, транспорт тытăмне, ялхуçалăхне аталантарма, çынсене социаллă пулăшу мерисемпе тивĕçтерме, муниципалитет управленийĕн потенциалне аталантарма, общество финансĕн управленине, общество хăрушсăрлăхне йĕркелеме, инновациллĕ экономикăна çĕклеме каякан тăкаксене те тĕплĕн хакларĕ Г.Анисимова. Çавăн пекех 2017 çулта ял тăрăхĕсен бюджечĕсен тупăшсен пайĕ 42,5 миллион, тăкаксен пайĕ 42,6 миллион тенкĕпе танлашмаллине палăртрĕ.

Çапла вара районăн 2017 çулхи пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăшсен пайĕ 290,8 миллион, тăкаксен пайĕ 292,7 миллион, дефицит 1,9 миллион тенкĕ пулĕ.

Районти Депутатсен пухăвĕн экономика политики, бюджетсемпе налуксен енĕпе ĕçлекен яланхи комиссийĕн председателĕ В.Сядуков çитес вăхăтри бюджет проектне тĕплĕн сÿтсе явнине, ку енĕпе халăх итлевне йĕркеленине пĕлтерчĕ, бюджета çирĕплетме ыйтрĕ. Ларăва хутшăннă депутатсем ăна пĕр саслăн йышăнчĕç.

Ларура ытти ыйтусене те тишкерчĕç. Районти Депутатсен пухăвĕн 2016 çулхи декабрĕн 17-мĕшĕнчи 5/2-с номерлĕ «Чăваш Республикинчи Елчĕк районĕн 2016 çулхи бюджечĕ çинчен» йышăнăвне улшăнусем кĕртрĕç, районта коррупцие хирĕç кĕрешекен канашĕн йышне, районти Депутатсен пухăвĕн 2017 çулхи ĕç планне çирĕплетрĕç, награда материалĕсене тишкерчĕç.

А.КАРЛИН. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика