17 декабря 2016 г.
Кĕсье телефонĕсемпе тата интернет тытăмĕпе усă курса шулĕксем мĕн-мĕн кăна шутласа кăлармаççĕ-ши? Тĕлĕнсе каймалла.
Ют укçана хапсăнакансем банк карттине блокировка тунă тесе пĕлтереççĕ, çывăх çын авари туса е наркотик сутса полицие çакланнă тесе хăратаççĕ, çавна май телефон номерĕ çине укçа хума ыйтаççĕ. Унсăр пуçне шулĕксем интернет тытăмĕпе те анлă усă кураççĕ: тавара сутасси е туянасси пирки пĕлтереççĕ, çавăнпа укçа куçарма банк карттин номерне, пин-кодне пĕлтерме сĕнеççĕ. Вĕсен аллине çакланакансем çав-çавах йышлă - интернет çăмăллăхĕпе усă куракан укçи-тенкинчен хăех «ирĕклĕн» уйрăлать.
Юлашки вăхăтра шулĕксем телефон çине йăнăшпа укçа хуни çинчен, ăна тавăрса пама смс-хыпарсем яма пуçăнчĕç. Çавăнпа асăрхануллă пулма ыйтатпăр.
Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем çывхарса пынă май, ултавçăсем «ятарлă парнесем» çитересси çинчен хыпар яма пуçăнчĕç. Палламан номерпе килнĕ смс-открыткăсене асăрханса уçмалла. Шăпах вĕсем урлă вируссем ярса параççĕ те вĕсем. Вăл вара телефонпа çыхăннă перекет карттисенчи укçана ним юлми илсе кайма пултарать.
Шулĕксенчен асăрханăр.Ултавăн чури пулар мар.
А.АЛЕКСЕЕВ.