17 декабря 2016 г.
Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин информаци центрĕ патшалăхăн 4 пулăшăвĕпе тивĕçтерет.
Информаци центрĕнчен çынсем ытларах судпа айăпланни е айăпланманни çинчен справка илеççĕ. Çавăн пекех архив справкисем, политика репрессине лекнине çирĕплетекен документсем, документсен апостильне илме пулăшу ыйтма пыракансем те йышлă.
Патшалăх пулăшăвне 30 кун хушшинче тивĕçтереççĕ. Енчен те ытти органсенчен, организацисенчен, учрежденисенчен хушма информаци илме тивет пулсан, çак вăхăт тăсăлма та пултарать. Ун çинчен заявлени паракана пĕлтереççĕ.
Патшалăх пулăшăвне илес тесен, заявленипе пĕрле çыннăн Раççей Федерацийĕн гражданинĕн паспорчĕн /паллах, тултарнă страницăсенне/, енчен те заявлени паракан ют çĕршыв çынни пулсан, унăн ют çĕршыв гражданинĕ пулнине ĕнентерекен паспорт е ытти документ копине тăратмалла.
Судпа айăпланни е айăпланманни çинчен паракан справкăна гражданинăн шаннă çынни те, çул çитмен çамрăкăн ашшĕ-амăшĕ те, опекун та илме пултараççĕ - вĕсем палăртнă документсен копине тăратмалла. Документсен копине тăратнă чухне оригиналĕ çумра пулмалла.
Çырнă заявление тата документсене тÿрех информаци центрĕнче /вăл Шупашкар хулинчи Карл Маркс урамĕнчи 41-мĕш çуртра вырнаçнă/ е полицин районти пайĕнче йышăнаççĕ. Çавăн пекех заявленисене Патшалăхăн пĕрлехи порталĕнче те /www.gosuslugi.ru/ электрон мелĕпе йышăнаççĕ.
И.ЖИРНОВА.