Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 2017 çул - Экологи çулталăкĕ

17 декабря 2016 г.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн В.Путинăн Указĕпе килĕшÿллĕн 2017 çула Экологи çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Федераци Пухăвне янă черетлĕ çырăвĕнче те вăл çак ыйтăва çивĕч çĕклерĕ: «Вараланнă территорисене тасатмалла, саккунсăр майпа йĕркеленĕ свалкăсенчен хăтăлмалла. Пысăк хуласемшĕн анчах мар, ялсемпе поселоксемшĕн те çак ыйту пĕлтерĕшлĕ пулса тăмалла», - терĕ.

Унăн тĕп тĕллевĕ - халăха экологи проблемине ăша хывтарасси, çутçанталăка çитес ăрусем валли сыхласа хăварасси, çынсен культура шайне ÿстересси, тăван тавралăха хисеплеме вĕрентесси. Тĕрĕссипе, пирĕн республикăра, районта вырăнти влаçсем тăрăшнипе ку ĕçе унчченех пикеннĕ - тирпей-илем ыйтăвĕ яланах кун йĕркинче. Район хаçачĕн страницисенче те тăван тавралăха упрассипе унăн илемне сыхласа хăварассишĕн пĕрлехи вăйпа тăрăшма кирли çинчен  нумай хутчен сăмах хускатнă, уйрăм авторсем те çак ыйтăва çивĕч çĕклеççĕ.

Кĕркунне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  ырă мар шухăш-кăмăллă çынсем республикăри çулсен хĕррисемпе чарăну вырăнĕсене çÿп-çап миххисем пăраха-пăраха хăварни çинчен çивĕч калаçу пуçарни те тирпей-илемшĕн тăрăшнин куç умĕнчи тĕслĕхĕ. Ун чухне район администрацийĕн тата çул-йĕр службин ĕçченĕсемпе пĕрле район территорийĕнчи республика пĕлтерĕшлĕ тата вырăнти çулсем çинче ятарласа пулса курнă, хамăр куçсемпе мĕн курнине хаçатра уççăн палăртса çырнă хыççăн, чăнах та, çÿп-çап миххисем çак вырăнсенче сахалрах курăнма тытăнчĕç. Хальхи вăхăтра ял тăрăхĕсен администрацийĕсем те тирпей-илем ыйтăвне малти вырăна хураççĕ, çакна тĕпе хурса тĕрлĕрен мероприятисем йĕркелесе ирттереççĕ пулин те тÿнтерле пулăмсемпе çав-çавах тĕл пулатпăр. Хăш-пĕр  çынсене асăрхаттарса калани те, каламанни те - пĕрех, вĕсемшĕн «икĕ айкки те тăвайкки». Эпир вараланине камăн килсе тасатмалла; Влаçăн-и; Пурăнакан вырăна илĕртÿллĕ те илемлĕ тăвасси пĕтĕмпех хамăртан килет.

Çырма-çатрапа юханшывсен хĕррисем те çÿп-çап куписем айне пулаççĕ. Тасамарлăх хамăра епле  сиен кÿнине те курса тăратпăр: хăш-пĕр юханшывра выльăх шыв ĕçми пулчĕ. Çакă пурне те шухăша ямалла. Мĕншĕн тесен мăшкăлтăк шывне çырмана юхтаракансене те куратпăр, пĕлетпĕр. Çак çырмарах пулă та тытатпăр. Мăшкăлтăк шывĕ тенĕрен, хăш-пĕр чурăс чун-чĕреллĕ çынсем ăна урама - çын çÿрекен вырăнах юхтарса кăлараççĕ. Çакна пĕлмесĕр, туймасăр ниепле те май çук - канализацин чыссăр шăрши пĕтĕм таврана сарăлать.

Чĕрчунсен тĕнчинче те йĕркесĕрлĕх ытларах. Тилĕсемпе хуçасăр йытăсем виçесĕр ĕрчесе кайрĕç мар-и? Тилĕсем тенĕрен, халĕ вĕсемпе кăнтăр кунĕнчех урамра тĕл пулни çинчен каласа панине темиçе çынран та илтнĕ. Пирĕн вырăнти тавралăхри тепĕр çĕнĕлĕх - хăнтăрсем ĕрчеме тытăнни. Пĕрре пăхатăн - вĕсен йăви пур, ырана - çук та. Браконьер-сунарçăсем вĕсене наччас тĕп тăваççĕ. Е тата пулă вăлча сапнă вăхăта сăнар. Çыран тăршшĕпе - çын, пулла мĕнле хатĕрпе анчах тытмаççĕ вĕсем! Экологи çулталăкĕнче халăх культури ÿсессе шанма пулĕ-и?

Районта экологие сиен кÿресрен  сыхланмалли пĕр меле палăртнă - йăлара усă курнă ăпăр-тапăра суйласа илсе тепĕр хутчен ĕçе кĕртессипе тимлекен «Юрга» организаци йĕркелесе янă. Асăннă организацин ертÿçи Александр Дуткин предприниматель малашне çак ĕç тата тухăçлăрах пулса пымаллине палăртать.

...Кашни ĕçĕн хушамачĕ, ячĕ, историйĕ пур. Экологи çулталăкĕнче çутçанталăкăн чăн тусĕсене те манас марччĕ. Тĕслĕхрен, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнче Василий Иванович Морозов лартса хăварнă вăрман, Патреккелĕнче Петр Варсонофьевич Миллин кÿлли пур...

Светлана АРХИПОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика