Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăвашсен йăли-йĕркипе

17 декабря 2016 г.

Чăвашсен йăли-йĕркипе

Авалхи ватăсемех каланă, туй мĕнле иртет, çамрăксен пурнăçĕ те çавнашкалах пулать. Паян çамрăксем мăшăрлану кунне хăйне евĕрлĕ, асра юлмалла ирттерме тăрăшаççĕ.

Хальхи вăхăтра туйсене чăвашла ирттернине сайра курма пулать. Ара, тăван чĕлхерен вăтанакансенчен мĕн кĕтмелли пур? Чылай чухне туйра кĕрекеçĕ чĕлхе хуçса вырăсла пуплени чĕрене ыраттарать. Анчах ырри те нумай-ха районта.

Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕ çамрăк мăшăрсене фотосесси ирттерме пĕрремĕш хут мар хăй патне йыхравлать. Лаш Таяпара пурăнакан Сергейпе Клавдия Михеевсем чÿк уйăхĕнче çемье çавăрнă. Çак паллă та пĕлтерĕшлĕ пулăм асра юлмалли кун пултăр тесе, аваллăха аса илсе, асаттесемпе асаннесенчен юлнă йăла-йĕркене тĕпе хурса, хут уйăрттарнă хыççăнах районти халăх музейĕнче пулчĕç. Чи малтанах çĕнĕ мăшăра музей заведующийĕ Светлана Голубева хапха алăкĕ умне тухса авалхи йăлапа алтăр сăрапа кĕтсе илчĕ, хăмлапа сапрĕ, ăшă сăмахсем каларĕ. Çамрăксен тин çеç чăмăртаннă çемйи чăваш хăмли пек яштака та тарăн тымарлă, вăрăм ĕмĕрлĕ, нумай йышлă пултăр тесе ырă сунчĕ. Унтан мăшăр пĕр-пĕрне кăпăклă та сиплĕ сăрапа сăйларĕ. Йăла-йĕркене пăхăнса килте тĕртнĕ кашма тăрăх утса Михеевсем малалла иртрĕç. Светлана Васильевна çĕнĕ мăшăра авалхи йăлапа сурпанпа çыхрĕ, çĕнĕ çемьен паллине: хĕрарăмпа арçын евĕр туса пĕрле çыхнă «сыхлавçă» пуканесене парнелерĕ. Тĕрлĕ экспонат умĕнче асăнмалăх сăн ÿкерттерчĕ мăшăр: пир станокĕ умĕнче кашма тĕртсе пăхрĕç, «Елчĕк пасарĕ» умĕнче çăпата туянса ăна сырчĕç, кĕнчелепе çăм арларĕç... Упăшки хĕр туприне хакласа кĕмĕл тÿлесе илни, купăспа, сĕрме купăспа выляса арăмне юрă парнелени, сăпка сиктерме вĕренни...  тата ытти те  тыткăнларĕ çамрăк мăшăра.

Сергейпе Клавдия чăвашсен йăли-йĕркине  манма паманнине кура хĕрĕн тантăшĕ: «Манăн та хамăн туя çакăн пек музейра паллă тăвас килет», - терĕ. Тен, Михеевсене кура ытти çамрăк та  чăвашсен йăли-йĕркипе туй кĕрлеттерĕ. Çавăнпа та туй кунĕнче çамрăк мăшăрсене хамăр музейра кĕтетпĕр.

С.СТЕПАНОВА,
музейри лектор-экскурсовод.

Сăнÿкерчĕкре: çамрăк мăшăр музейра.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика