Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ят асамлăхĕ

17 декабря 2016 г.

ЗАГС пайĕн тĕп тивĕçĕсенчен пĕри - çут тĕнчене килнĕ Раççей гражданинне регистрацилесси.

Çын шăпи хăш çулта тата хăш кунра çуралнипе çыхăннă теççĕ. Унăн пурнăçĕ, малашлăхĕ  ăна мĕн ят панинчен нумай килет тесе çирĕплетеççĕ. Ытларах чухне ашшĕ-амăшĕ ачисене çав кун мĕнле çветтуй çуралнине кура ят пама тăрăшать. Çыннăн пурнăç çулне, унăн ăс-хакăлне чылай малтан çутçанталăк саккунĕ е Турă палăртса хурать тенине те ĕненетпĕр эпир. Астрологсем  хăш çулта тата хăш кун çуралнă çыннăн хăш çулĕсем ăнăçуллă, çĕкленÿллĕ е начар, питĕ начар пулассине каласа пама пултараççĕ. Пурте тÿрре тухмасан та, тĕрĕсси те çук мар вĕсенче.

Нумай ята грек е латин чĕлхисенчен илнĕ. Вĕсен пĕлтерĕшĕ тĕрлĕрен: çĕнтерÿçĕ, паттăр, хăватлă... тата ытти те. Вырăс тата чăваш чĕлхисемпе палăртнă ятсен те нумайăшĕн пĕлтерĕшĕ пур. Анчах кăçал районта чăвашла ят паракансем пулман.

Кашни çын хăйĕн ячĕн пĕлтерĕшне пĕлме тăрăшать. Унăн çав ята пурнăçра тивĕçтерес кăмăл пур. Асамлă вăй пурах ятсенче.

Кăçал районта 114 ача кун çути курнă. Арçын ачасенчен чи анлă сарăлнă ятсем - Александр /çĕнтерÿçĕ/, Савелий /çемçе чĕреллĕ/, Арсений /ырă кăмăллă/. Хĕрачасене ытларах Арина /çепĕç/, Ксения /активлă/, Мария /лăпкă/ ят хунă.

Çемье çавăрнă чухне те чылайăшĕ хăйне килĕшекен ятлă хĕрпе е каччăпа пĕрлешме тăрăшать. Яшсемпе хĕрупраç малтанах хăйне килĕшекен ятлă çынпа пĕрлешме юранипе юраманнине пĕлесшăн тăрăшаççĕ. Ятсемпе, гороскоппа çыхăннă темĕн тĕрлĕ кĕнеке те вуласа тишкереççĕ çамрăксем. Çавăн пекех ытларах чухне каччă кăмăллакан хĕр хăйĕн амăшĕн ячĕпе пĕр пулсан,  вăл амăшĕ пекех ĕçчен те тирпейлĕ, ăшă кăмăллă пуласса шанать. Ăна ытларах хисеплет, юратать. Каччăн амăшĕ те хăй ятлă кинĕпе часах пĕр чĕлхе тупасса шанать. Чăннипех те районта чылай çул килĕштерсе, юратса, пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланса пурăнакан çемьесем сахал мар. Ятсен асамлăхĕ пурах çав.

Н.БАЙМУШКИНА,
ЗАГС пайĕн начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика