Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксемшĕн асра юлакан кун

14 декабря 2016 г.

Çамрăксемшĕн асра юлакан кун

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Тунтикун пирĕн çĕршывра Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн кунне паллă тунă. Çавна май пур çĕрте те савăнăçлă мероприятисем иртнĕ. Раççей ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн полицин Елчĕк районĕнчи пайĕн миграци пункчĕн ертÿçи Анжелика Соснова 14 çул тултарнă тăватă шкул ачине канашлăва илсе килнĕ. Вĕренÿре лайăх ĕлкерсе пыракан, конкурссемпе олимпиадăсене, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнакан ачасем район администрацииĕн пуçлăхĕн аллинчен Раççей Федерацийĕн гражданинĕн тĕп документне - паспортне илчĕç. Николай Миллин çак кун вĕсемшĕн ĕмĕр асра юлмалли кун пулнине палăртрĕ, Раççей Федерацийĕн гражданинĕн хисеплĕ ятне тивĕçлипе тытса пыма ырă сунчĕ.

Елчĕк район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ - организациллĕ ĕçсен пайĕн начальникĕ Евгения Михайлова Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн тĕп положенийĕсем çинче чарăнса тăчĕ, çак кун çĕршывра вырăнти вăхăтпа 12 сехетрен пуçласа 20 сехетчен Пĕтĕм Раççейре çынсене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнмалли кун пулнине аса илтерчĕ.

Çĕнĕ çул çывхарса килет. Ăна пур çĕрте савăнăçлă, асра юлмалла кĕтсе илме тăрăшаççĕ. Çавна май пушар асăрхавĕн инспекцийĕн начальникĕ Александр Сайкин районта «Çĕнĕ çул» ятпа пушар профилактикин операцине ирттерни çинчен каласа пачĕ. Шкулсенче, культура çурчĕсенче, предприятисемпе организацисенче Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсем йĕркелес умĕн хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене мĕнле пурнăçласа пынине тĕплĕн тĕрĕслĕç çак вăхăтра. Требованисем вара çирĕп. Александр Сайкин çавăн пекех кăçал пулса иртнĕ пушарсене тишкерсе тухрĕ. Вĕсен хисепĕ 2015 çулхи шайран чакнă пулин те, ку енĕпе никамăн та лăпланса лармалла мар. Кăçалхи пушарсенчен пĕринче 20 çулхи çамрăк çунакан автомашинăран тухайман, тепĕр çын сусăрланнă. Чылай пурлăх çунса кĕлленнĕ. Пушарсем электричество  пралукĕсемпе приборсем, мунча кăмакисем юсавсăррипе, ачасем вут-çулăмпа ашкăннипе тухаççĕ.

2016 çулшăн çĕр, пурлăх, транспорт налукĕсене тÿлесси мĕнле шайра пулнипе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Галина Анисимова паллаштарчĕ. Çак виçĕ налука кăçал 21026 пин тенкĕ пуçтармалла, декабрĕн 8-мĕшĕ тĕлне 16339 пин тенкĕ пырса кĕнĕ. Галина Анисимова налук пуçтарассине ял тăрăхĕсем тăрăх тишкерсе тухрĕ, çулталăк вĕçлениччен парăмсемпе пĕтĕмпех татăлмаллине палăртрĕ.

Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те сÿтсе явнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика