14 декабря 2016 г.
Районти тĕп библиотека ĕçченĕсем вулакансен йышĕнче аслă ăру çыннисем пурришĕн питĕ савăнаççĕ. Хастаррисен шутĕнче Елчĕкри Александра Чернова та пур. Вăл 81 çулта. Ăна эрнере пĕрре Эльвира кинĕпе мăнукĕсем çĕнĕ хаçат-журналпа, кĕнекесемпе тивĕçтерсех тăраççĕ.
Кĕнеке вулама юратакан Александра Павловнан кун-çулĕ питĕ кăсăклă. Вăл Воронеж облаçĕнче çуралса ÿснĕ вырăс хĕрĕ. Ачалăхĕ вăрçă çулĕсенче иртнĕ. Çавна май çăмăл килмен ăна: ачаран ĕçре пиçĕхнĕ. Ялта çуралнăскер кĕтÿ те кĕтнĕ. Пĕчĕккĕллех нуша курса, выçлăх, çуклăх мĕнне пĕлсе ÿснĕскер, пурнăçа юратса, малашлăха шанса ăшă куçпа пăхнă хĕр. Вăхăчĕ йывăр пулсан та вăл вĕренме талпăннă. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Воронежри ялхуçалăх институтне вĕренме кĕнĕ. Ăна ăнăçлă пĕтерсе зоотехник профессине алла илнĕ.
1957 çулта шăпа çамрăк специалиста Казахстана илсе çитерет. Кунта вăл Елчĕк каччипе, Хусанти Н.Бауман ячĕллĕ ветеринари институтне пĕтернĕ Геннадий Черновпа паллашать. Вырăс хĕрĕпе чăваш каччин туслăхĕ юратăва куçать. Часах çамрăксем çемье çавăраççĕ. Александра хăй телейне пултаруллă чăваш каччипе тупнăшăн çав тери савăннă. Юнашар яланах шанчăклă çын – юратнă мăшăрĕ. Пур çĕрте те, кирек мĕнле йывăрлăхра та, пулăшса пынă мăшăрне Геннадий Емельянович.
Пурнăç çулĕ Черновсене таçта та илсе çитернĕ. Тăван ене таврăнсан мăшăр сакăр çул Патăрьелĕнче ĕçлесе пурăннă. Геннадий Емельянович унти çиччĕмĕш номерлĕ СПТУ ертÿçинче вăй хунă, Александра Павловна преподавательте ĕçленĕ. Çав вăхăтрах вĕренÿ хуçалăхĕн зоотехникĕн тивĕçне те тĕплĕн пурнăçланă.
Çулсем иртнĕçемĕн, çемьере йыш хушăнса пынă май, Черновсем Елчĕкре тĕпленме шутлаççĕ. Александра Павловна ялхуçалăх управленийĕнче зоотехник, аслă зоотехник, кадрсен пайĕн инженерĕ пулса ĕçлет. Чунне парса тăрăшнă маттур та пултаруллă хĕрарăм темиçе хутчен те «Социализмла ĕç çĕнтерÿçи», «Пилĕкçуллăх ударникĕ» паллăсене тивĕçнĕ.
Шел пулин те, Геннадий Емельяновичăн ĕмĕрĕ вăрăм пулайман. 1999 çулта вăл çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.
Икĕ ывăлпа пĕр хĕр пурнăç çулĕ çине тăратнă Черновсем. Юра ывăлĕ профсоюз органĕнче пай ертÿçинче ĕçлет. Галя хĕрĕ хăйĕн телейне Улатăр тăрăхĕнче тупнă. Кĕçĕн ывăлĕ, Саша, çемйипе пĕрле тăван килте, амăшĕпе пĕрле пурăнать.
- Телейлĕ пулас тесен çынна усал сунмалла мар. Пĕр-пĕринпе туслă пурăнмалла. Вырăс-и, тутар-и, чăваш-и... - пурне те мирлĕ тÿпе кирлĕ, - тет вырăс хĕрĕ, чăваш арăмĕ Александра Павловна. Ĕç ветеранĕ çынсемпе тарават, сăпайлă. Ачисемпе мăнукĕсене те çапла пулма вĕрентет.
Л.ЗАЙЦЕВА.