14 декабря 2016 г.
Эрнекун предпринимательсен районти канашлăвĕ пулса иртрĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый ертсе пычĕ.
Район экономикине аталантарассинче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсен ĕçĕ пысăк вырăн йышăнать. Экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлова предпринимательсен умĕнче вĕсен ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетсе тухса калаçнинчен те çакă уççăнах паллă пулчĕ.
Хальхи вăхăтра пирĕн районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн 600 субъекчĕ ĕçлет. Çак хисепрен 105-шĕ - пĕчĕк тата вăтам предприятисем, уйрăм предпринимательсем 495 çын шутланаççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, кăçал предпринимательсен хисепĕ, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, 28 çын ытларах. Пĕчĕк тата вăтам предприятисен отрасльсенчи структурине тишкерес пулсан, предпринимательлĕх ытларах суту-илÿре тата обществăлла апатланура лайăх аталанни курăнать. Çак сфера хывнă укçа-тенкĕ каялла хăвăрт çаврăнса çитнипе тата потребительсен ыйтăвĕ çирĕп пулнипе илĕртет. Экономикăн тепĕр секторĕ - ялхуçалăхĕ. Унта та пĕчĕк тата вăтам предприятисен позицийĕ çирĕп - вĕсем 28,8 процент йышăнаççĕ. Ун хыççăнхи вырăнсенче - продукци ĕçлесе хатĕрлекен производство, йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен пулăшу сфери, строительство отраслĕ.
Вырăнта туса кăларакан таварсене тиесе ăсатасси, пĕчĕк бизнес паракан пулăшу тата пурнăçлакан ĕçсен калăпăшĕ кашни çул ÿссе пыни те савăнтарать. Пуçаруллă çынсен тивлетне пула кăçал район территорийĕнче 5 суту-илÿ объекчĕ хута кайнă, çапла майпа вĕсенче çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме май килнĕ. Сăмах май, хальхи вăхăтра район экономикине аталантарассинче хăйсен тÿпине хывакан çынсен 48,9 проценчĕ /1700 çын/ пĕчĕк тата вăтам предприятисенче вăй хуни те нумаййи çинчен калать.
Усăллă, кирлĕ ĕç йĕркелеме пултаракан çынсене хавхалантарас енĕпе Чăваш Ен Правительстви иртнĕ çулсенчен тытăнсах пысăк тимлĕх уйăрать. Ахальтен-и, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев предпринимательсем пуçаруллă ĕçленине шута илсе вĕсене ирĕккĕн аталанма майсем туса хурас, вăй-хăвачĕпе конкуренци пултарулăхне ÿстерес тĕллевпе «Чăваш Республикинче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе малалла аталантарамалли мерăсем çинчен» Указа алă пусса çирĕплетнĕ. Предпринимательсем патшалăхăн ытти тĕллевлĕ программисене те ирĕккĕн хутшăнма пултараççĕ. Республикăри пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсенче вăй хуракансене хавхалантарас тĕллевпе тĕрлĕрен конкурссем йĕркеленин пĕлтерĕшĕ те пысăк. Асăннă конкурссен çĕнтерÿçисен йышĕнче пирĕн районти тăрăшса ĕçлекен коллективсемпе уйрăм çынсем те пур. 2015 çулхи кăтартусем тăрăх «Комбайн» ялхуçалăх производство кооперативĕ «Чи лайăх вăтам предприяти», Таяпа Энтринчи Анатолий Петров хресчен /фермер/ хуçалăхĕ «Чи лайăх ялхуçалăх таварĕ туса кăларакан» конкурссен çĕнтерÿçисем пулса тăнă. Район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлова республикăри ырă тĕслĕхе район шайĕнче палăртас - предпринимательлĕх ĕç-хĕлĕн пĕлтерĕшне ÿстерес тĕллевпе тĕрлĕ йышши конкурссене вырăнти предпринимательсем хушшинче ирттерме кирлине палăртать. Çакăн пуçламăшĕ пур ĕнтĕ - авăн уйăхĕнче парикмахерсемпе стиль ăстисен пултарулăхне кăтартас тата ăна малалла аталантарас тĕллевпе «Ылтăн хачăсем» конкурс ирттернĕ. Вăл нумай çыннăн кăмăлне тивĕçтернине шута илсе ăна çитес çул та йĕркелеме палăртнă. Хальхи вăхăтра «Çĕнĕ çул çутисем» конкурс пуласси пирки те пĕлтернĕ. Тĕпрен илсен, унта та уйрăм предпринимательсем - суту-илÿ, обществăлла апатлану тата йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен предприятисем хутшăнаççĕ. Елчĕк ялĕн урамĕсенче Çĕнĕ çул çывхарнине аса илтерекен çутăсем кунран кун çутăрах ялкăшма пуçларĕç пулин те Валерий Изратов /«Водолей»/, Владимир Ершов /«Арсенал»/, Владимир Дубинов /«Юман»/ лавккасен хуçисем пирки уйрăммăн: «Район центрĕнчи тирпейлĕхпе хăтлăхшăн ытларах та тăрăшма вăй-хал çитерекен, илеме чун-чĕрипе туякан çынсем», - тесе калассăмăр килет. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый ĕçлĕ канашлăва пĕтĕмлетнĕ май предпринимательсем районăн социаллă пурнăçне аталантарассинче те пысăк вăй пулса тăнине палăртрĕ, пуçаруллă çынсене ятран палăртса тав турĕ.
Светлана АРХИПОВА.