10 декабря 2016 г.
Раççейри Кино тата Чăваш Республикинчи Ĕç çыннин çулталăкĕнчен Экологи тата Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне куçатпăр.
Кино çулталăкĕ тесе палăртнă 2016 çул вĕçленесси нумай юлмарĕ. «Кино çулталăкĕ пирĕн обществăн çÿллĕ шайри мораль принципĕсемпе эстетика килпетлĕхне çирĕплетмелли тепĕр утăм пулса тăрать», - тесе палăртнă Раççей Президенчĕ Владимир Путин.
Чăваш Республикинче Кино çулталăкĕн тăршшĕпех тематика мероприятийĕсемпе проектсене ĕçе кĕртесси çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Регион территорийĕнче кинофестивальсемпе киносеминарсем, тĕрлĕрен акцисем, кино тата театр актерĕсемпе тĕлпулусем нумай иртнĕ.
Çу уйăхĕнче пĕчĕк халăхсен кинематографне халалласа Шупашкарта иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери 9-мĕш кинофестивалĕ пирки те лайăх хаклав нумай пулнă. Тĕслĕхрен, Раççей халăх артисчĕ Александр Пятков: «Чăваш Енре лайăх фильмсем ÿкерме çирĕп никĕс пур», - тесе палăртнă.
Раççей культура министрĕ Владимир Мединский Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева республика Пĕтĕм Раççейри «Кино çĕрĕ» акцие хастар хутшăннăшăн тата ăна çÿллĕ шайра йĕркелесе ирттернĕшĕн тав туни чи пысăк хаклав пулнă.
Кино çулталăкĕнче Чăваш Республикинчи районсемпе хуласенче çĕнĕ кинозалсем уçни те паллă пулăм шутланать. Çакă паха йăлана - ахаль кунсенче те, уявра та пĕччен е çемьепе, туслă ушкăнпа е пĕтĕм класпа кинотеатра çÿрессине чĕртсе тăратма май памалла. Хальхи вăхăтра Улатăрта, Канаш тата Çĕмĕрле хулисенче пурăнакансем федераци хыснинчен ятарласа уйăрнă укçа-тенкĕпе усă курса туса лартнă çĕнĕ йышши кинозалсене рехетленсе çÿреççĕ. Декабрь уйăхĕн иккĕмĕш çурринче Çĕрпÿ тата Сĕнтĕрвăрри, 2017 çулхи пĕрремĕш кварталта Вăрнар районĕсенче çĕнĕ кинозалсем уçăлмалла.
Çак мĕнпур мероприятие хăйсене шанса ĕç вырăнĕсенче чунĕсене парса ĕçлекен çынсен тивлетне пула çÿллĕ шайра пурнăçлама пултарнине ахальтен мар Чăваш Республикинче Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе палăртни те çирĕплетсе пачĕ. Пирĕн республика хăйĕн ĕçчен çыннисемпе тивĕçлипе мухтанма пултарать. Ахальтен мар чăвашсем: «Ĕçчен çын мухтавра», - теççĕ. Хальхи экономика условийĕсенче çак сăмахсен пĕлтерĕшĕ уйрăмах пысăк. Мĕншĕн тесен республикăри организацисемпе предприятисенче ĕçе тухăçлă йĕркелесе пырас тĕллевпе инноваци технологийĕсемпе анлăн усă кураççĕ. Апла пулин те çĕнĕлĕхсене алла илес тата вĕсемпе усă курас ĕçре те малти вырăнта çын тăрать. Юлашкинчен пулакан ĕçĕн кăтартăвĕ те пĕтĕмпех çыннăн ăсталăхĕпе ĕçченлĕхĕнчен килет. Çакна тĕпе хурса 2016 çулта Чăваш Республикинче çынсене пĕр-пĕринпе тупăшса ĕçлеме тивĕçлĕ условисем туса парассине, предпринимательлĕхе аталантарассине, çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртессине, ĕç профессийĕсене аталантарассине тата вĕсен ят-сумне ÿстерессине пысăк тимлĕх уйăрнă.
Тĕп самант - Раççейри Кино тата Чăваш Республикинчи Ĕç çыннин çулталăкне декабрĕн 13-мĕшĕнче пĕтĕмлетеççĕ. Савăнăçлă лару-тăру «Шупашкар - Арена» пăр керменĕнче, 14 сехетре пуçланмалла. Çав кунах Раççейри Экологи тата Чăваш Республикинчи Ашшĕпе Амăшĕн çулталăкне те савăнăçлă лару-тăрура уçма палăртнă.
Унта хутшăнма ĕç тăвакан влаç органĕсен, муниципаллă районсемпе хуласен округĕсен администрацийĕсен, ĕç династийĕсен, обществăлла организацисен, республикăри малта пыракан предприятисемпе организацисен представителĕсене, ĕç ветеранĕсене йыхрав панă.
Республикăри чи лайăх творчество коллективĕсемпе паллă артистсен, Раççейри кино тата эстрада çăлтăрĕсен чаплă концертне кăтартаççĕ.