10 декабря 2016 г.
Декабрĕн 7-мĕшĕнче «Единая Россия» партин Елчĕкри вырăнти уйрăмĕн отчетпа суйлав конференцийĕ иртнĕ.
Уйрăмăн 2012 çулхи июлĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа 2016 çулхи декабрĕн 7-мĕшĕчченхи ĕç-хĕлĕ çинчен партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ Николай Миллин, контроль комиссийĕн ертÿçи Ирина Мальцева отчетсем туса панă.
Конференцире делегатсем пĕр саслăн «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ пулма Николай Миллина, 15 çынран политканаш суйланă.
Людмила Викторовăпа Андрей Теллин делегатсем пулса «Единая Россия» партин Чăваш регион уйрăмĕн конференцине хутшăнĕç.