Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕршывăн тĕп уявĕ - Конституци кунĕ

10 декабря 2016 г.

Çĕршывăн тĕп уявĕ - Конституци кунĕ

1993 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнче пĕтĕм халăх сасăлавĕпе Раççей Федерацийĕн Конституцине йышăннă. Борис Ельцин Президент хăйĕн 1994 çулхи сентябрĕн 19-мĕшĕнчи Указĕпе çак куна патшалăх уявĕ тесе палăртнă.

Конституци  - çĕршывăн Тĕп саккунĕ - право тытăмĕн тĕшши шутланать. Вăл ытти саккунсен пĕлтерĕшне палăртать, вĕсен никĕсĕ пулса тăрать.

Çĕршывăн кун-çулĕнче, унăн аталанăвĕн тĕрлĕ тапхăрĕнче, Тĕп саккун та улшăнсах тăнă. 1918 çулта РСФСР, 1924, 1936, 1977 çулсенче СССР Конституцийĕсем вăйра тăнă. Çĕршывăн çĕнĕ Тĕп саккунне йывăр тапхăрта йышăннă. Халăх сасăлавĕнче 1993 çул вĕçĕнче унăн шăпине татса панă.

Раççей Конституцийĕ - патшалăхăн демократиллĕ аталанăвĕн тĕп никĕсĕ. Вăл тÿрремĕнех ĕçлет, çынсен ирĕклĕхĕсене, тивĕçĕсемпе прависене хÿтĕлет, патшалăх формине, патшалăх влаçĕн органĕсен тытăмне палăртать, ытти саккунсен никĕсĕ пулса тăрать, çĕршыв тăнăçлăхне çирĕплетет.

Тĕп саккун пулсан та, Конституци, общество аталаннăçемĕн, улшăнусемпе пуянланать. Юлашки çулсенче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн полномочийĕсене 6 çула, Патшалăх Думин депутачĕсен полномочийĕсене 5 çула /малтанхи редакцире 4-шар çул пулнă/ тăсасси, Раççей субъекчĕсен ячĕсене улăштарасси, Раççей тытăмне палăртасси, Аслă тата Аслă арбитраж сучĕсене пĕрлештересси, Тĕп прокурорăн  çумĕсене çирĕплетесси, Раççей Правительстви Патшалăх Думинче отчетсем тăвасси енĕпе улшăнусем кĕртнĕ.

Раççей Федерацийĕн Конституци кунне 1994 çултанпа паллă тăваççĕ. 10 çул ытла çак уяв кану кунĕ шутланнă. 2004 çулхи декабрĕн 24-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думи Ĕçлев кодексне улшăну кĕртнĕ - 2005 çултанпа декабрĕн 12-мĕшĕ кану кунĕ шутланмасть - вăл Раççейĕн паллă кунĕсенчен пĕри. Çак кун эпир пурте ĕçлетпĕр - çапах та çав вăхăтра çĕршывра тĕрлĕ мероприяти иртет: право сехечĕсемпе уроксем, «çавра сĕтелсем», тематика куравĕсем, уяв концерчĕсем, массăллă акцисем, митингсем, флешмобсем тата ыттисем...

А.ФЕДОРОВ. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика