Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тÿлеве январь уйăхĕнче илеççĕ

10 декабря 2016 г.

Декабрь уйăхĕн пуçламăшĕнче пенсионерсене пĕр хутчен паракан 5 пин тенкĕ тÿлеве çитес çулхи январь уйăхĕнче пенсипе пĕрле памалли йĕрке çинчен видеоконференци ирттернĕ. Ăна Раççей Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева ертсе пынă. Çавăн пекех видеоконференцине ветерансен республикăри канашĕн председателĕ Генрих Васильев, çар пенсийĕсене тÿлекен органсен представителĕсем хутшăннă.

Федерацин 2016 çулхи ноябрĕн 22-мĕшĕнчи 385-ФЗ номерлĕ «Пенси илекен граждансене пĕр хутчен паракан укçа тÿлевĕ çинчен» саккун вăя кĕнĕ. Саккунра Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушăвĕпе килĕшÿллĕн çар пенсионерĕсене тата вĕсемпе танлаштарнă категорисене пĕр хутчен паракан укçа тÿлевĕ çинчен те положени пур. Халĕ çакнашкал тÿлеве - 5 пин тенке пенсионерсен пĕтĕм категорийĕ илме пултарать, заявлени çырмасăрах, пенсионер ĕçленине е ĕçлеменнине пăхмасăрах. Тÿлеврен налуксем те илмеççĕ.

Пĕр хутчен паракан тÿлеве 2017 çулхи январĕн 13-мĕшĕнчен пама пуçлаççĕ. Çак кун вăл халĕччен 3, 13, 14-мĕшĕсенче пенси илекенсене тивĕçет. Январĕн 14-мĕшĕнче вара 4, 15, 16; январĕн 17-мĕшĕнче 5, 6, 17; январĕн 18-мĕшĕнче 7, 18; январĕн 19-мĕшĕнче 8, 19; январĕн 20-мĕшĕнче 9, 20, 21; январĕн 21-мĕшĕнче 10, 22, 23; январĕн 24-мĕшĕнче 11, 12, 24 числосенчи пенси илекенсем пĕр хутчен паракан тÿлевлĕ пулĕç. Вăл пенси илмелли кунпа пĕр килменшĕн пăшăрханма кирлĕ мар. Енчен те пенсионер январь уйăхĕнче килте пулмасан тÿлев çухалмасть. Ăна тепĕр уйăхра пенсипе параççĕ.

А.КАРЛИН. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика