10 декабря 2016 г.
питĕ лайăх юрласан вара кăмăл çĕкленет!» - тенĕччĕ юрă урокĕнче пирĕн вĕрентекен Любовь Георгиевна Миловидова. Çак сăмахсене паянхи пекех лайăх астăватăп, вĕсене эпĕ хамăн юрă тетрачĕ çине те çырса хунăччĕ.
Унтанпа нумай вăхăт иртнĕ хыççăн шухăшлатăп та: пирĕн юратнă вĕрентекенĕмĕр мĕн тери тĕрĕс сăмахсем каланине ăнланса илетĕп. Чăн та, юрă чуна çĕклеме те, чуна пусарма та пултарать. Пире юрлама вĕрентекен Любовь Георгиевна вара пурнăçа юратакан, унăн илемĕпе савăнма пултаракан çынсенчен пĕри тенĕ пулăттăм эпĕ пĕр иккĕленмесĕрех. Вăл каланă сăмахсене аса илетĕп те Патреккел шкулĕнче вĕреннĕ вăхăтсем пуçа вирхĕнсе пырса кĕреççĕ, чунра ăшă туйăмсем çуралаççĕ. Вăхăт! Епле хăвăрт иртет вăл. Шкул ачи пулнă вăхăт тин анчах пекчĕ. Апла мар иккен - çиччĕмĕш теçеткене вакласа пыратпăр. Календарьти 2016 çулхи декабрĕн 4-мĕш кунĕ те темĕн çинчен аса илтернĕн туйăнчĕ. Çак кун пирĕн юратнă вĕрентекенĕмĕр Любовь Георгиевна 90 çул тултарчĕ. Ялти манпа тантăшлă çынсем те çак куна лайăх астуса юлнă. Мĕншĕн тесен вĕрентекенĕмĕр кашни шкул ачи пурнăçĕнче тенĕ пекех тарăн йĕр хăварнă.
Любовь Георгиевна пире Патреккел шкулĕнче ботаника предметне вĕрентрĕ, юрă урокĕсене те ертсе пыратчĕ. Класа ялан савăнăçлă сăн-питпе пырса кĕрекен вĕрентекенĕн кашни урокне чăтăмсăррăн кĕтеттĕмĕр. Пĕр самант асра: эпир, 5 «а» класс ачисем, тăрăшса юрă вĕрентĕмĕр. Юррăн кĕввипе сăмахĕсене тĕрĕс астуса юлма тата ăна илемлĕн шăрантарма пулăшас тесе вăл ăна малтан пире темиçе хутчен те хăй юрласа кăтартрĕ. «То березка, то рябина, куст ракиты над рекой. Край родной, навек любимый, где найдешь еще такой!» - тесе шăрантаратпăр анчах. Любовь Георгиевна пиртен хăшĕ тĕрĕс е тĕрĕс мар юрланине сăнаса партăсем хушшипе утать. Çав вăхăтрах хăй: «Тĕрĕс, тĕрĕс юрлатăр», - тесе пуçне сĕлтет. Эпир вăл мухтанине кура тата хытăрах сасăпа, чуна парса юрлама тăрăшатпăр.
- Ку юрра пурин те лайăх вĕренмелле, - терĕ вăл урок вĕçленес умĕн.
Анне - Агреппина Ивановна Московская - пирĕн класс ертÿ-çиччĕ. Киле çитсен эпĕ унран: «Çак юрра мĕншĕн питĕ тăрăшса вĕренетпĕр?» - тесе ыйтрăм. Анне шкулти ĕçсем пирки килте пит калаçсах каймастчĕ. Анчах хальхинче кĕскен анчах ноябрĕн 7-мĕшĕнчи Октябрьти революци уявĕнче пирĕн класс ачисем Патреккел ялĕн клубĕнче концерт кăтартасси çинчен пĕлтерчĕ. Çакăн çинчен вара халех калаçса çÿреме хушмарĕ.
Ун чухне шкул ачисем сцена çине тухса тĕрлĕрен физкультура упражненийĕсем, карталанса тăрса тĕрлĕ пирамидăсем тăвасси, хальхилле каласан, модăра пулнă. Концерта хатĕрленнĕ май эпир те уроксем хыççăн юлса физкультурăн тĕрлĕрен упражненийĕсене тума тытăнтăмăр. Сцена çине стройпа пĕр харăссăн утса тухатпăр. Уяв кунĕ çитсен вара концерт кăтартрăмăр. Концерт программине тăваканĕ тата ертсе пыраканĕ Любовь Георгиевна пулчĕ. Эпир ташласа юрлани, пирамидăсем туни куракансене питех те килĕшнĕ пулмалла. Мĕншĕн тесен кашни номер хыççăн куракансем тăвăллăн алă çупрĕç. Концерт вĕçленнĕ хыççăн шкул директорĕ Борис Романович Романов та сцена çине хăпарса пире тав турĕ, çитес кунсенчех концерт программипе Тутар Республикинчи Пикапсел ялне каясси пирки калаçса татăлнине пĕлтерчĕ. Мĕн тери савăнмарăмăр пулĕ çакăншăн! Тутарсем те пире тараватлăн кĕтсе илни, якши тесе алă çупни паянхи пекех асра.
Ачасене юрлама, ташлама хăнăхтарма хальхи вăхăтра темĕн йышши оборудовани те пур. Ун чухне вара, патефон та ялта сайра пулнă вăхăтра, чи малтан вĕрентекенĕн хăйĕн юрра тĕрĕс ăнланмалла тата юрлама пĕлмелле пулнă. Кашни çын çак ĕçе тума пултараймĕ те. Мĕншĕн тесен ăсталăх, тăрăшни анчах çителĕксĕр, Турă пани те кирлĕ. Любовь Георгиевна вара, чăннипех, хăй вăхăтĕнчи пултаруллă çын.
Любовь Миловидова тивĕçлĕ канăва тухсан та юрăпа çыхăннă чуна хумхантаракан самантсене манса каймарĕ - Патреккелти халăх хорне юрлама çÿрерĕ. Вăл епле юрланине темиçе хутчен те курма тÿр килнĕрен, çак самантра пĕтĕм ачалăхăм, çамрăклăхăм куç умне тухса тăратчĕ - чун-чĕрере сăмахпа ăнлантарса памалла мар туйăмсем пулса иртнĕн туйăнатчĕç. Вĕрентекенĕмĕр нумай çул каялла каланă: «Юрă пурăнма чĕнет!», - текен сăмахсем пуçа пырса кĕретчĕç. Епле тĕрĕс сăмахсем! Пурнăçри йывăрлăхсен умĕнче пуçне усмасăр юрăпа юнашар утни Любовь Георгиевнăна çирĕп сывлăхлă, вăрăм ĕмĕрлĕ пулма пулăшса пынă.
Пирĕн хаклă вĕрентекенĕмĕр! Эсир юратакан юрăсем сире ĕмĕтпе, шанчăкпа тата нумай çул пурăнма хавхалантарса тăччăр.
Чун-чĕререн хисепленине тата юратнине пĕлтерсе Сирĕн вĕренекенĕр -
Владимир МОСКОВСКИЙ.
Акчел ялĕ.