Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эпир хамăра та, Европăна та куç шăрçи пек сыхланă

10 декабря 2016 г.

Совет Союзĕн Германири Çарĕсен ушкăнĕнче /ССГÇУ-ГСВГ/ пулнисен Елчĕк районĕнчи пĕрлешĕвне йĕркеленĕренпе нумаях та вăхăт иртмен-ха. Апла пулин те унăн пуçарăвĕсем аслисене те, çамрăксене те самаях кăсăклантараççĕ.

«Икĕ уйăх  каялла эпĕ 85 çул тултартăм, - пĕлтерет Çĕнĕ Эйпеçре пурăнакан Зинон Михайлович Дружинин. - Менелникре çывăх тăвансемпе сĕтел хушшине ларнă кăначчĕ - пÿрте ГСВГн вырăнти штабĕн начальникĕ Н.Х.Павлов кĕрсе тăчĕ. Вăл мана ăшшăн саламларĕ те кăкăр çине Германире службăра пулнисене чысласа кăларнă сумлă медале çакса ячĕ. Çакна пачах кĕтменскер, савăнăç куççулĕ тухнине сиссе те ĕлкĕреймерĕм. Çапах та, йăрăссăн тÿрленсе тăтăм та, хам сисмесĕрех, прапорщика ĕлĕкхилле: «Служу Советскому Союзу!» - тесе чыс патăм. Куç умне хама çамрăк чухне  пĕрре çеç мар награда пани аса килчĕ. Хама темиçе çул çамрăкланнăн туйса илтĕм».

Çак ăшă хыпар мана Германири çарсен ушкăнĕн районти уйрăмĕн ертÿçисемпе тĕл пулма хистерĕ.

- Службăра пĕрле пулнисемпе тĕл пулман е мĕнле те пулин çыхăнăва тухман пĕр кун та иртмест, - терĕ штаб начальникĕ Николай Христофорович. - Кам мĕнле пурăнать, камăн сывлăхĕ, килти тата çемьери лару-тăрăвĕ еплерех - çак ыйтусем пĕрре те канăç памаççĕ пире. Çарсен ушкăнĕн юлашки йышне илсе тухнăранпа вунă çул ытла иртрĕ пулсан та. Пиртен кашниех çакна лайăх чухлать: Германире хĕсметре тăрасси кашни совет салтакĕпе офицерĕшĕн чи сумлă тивĕçпе чыс пулнă. Çав вăхăтрах ытти чаçсенчен пысăкрах яваплăхпа та, кăткăслăхпа та  уйрăлса тăнă. Мĕншĕн тесен çак çар ушкăнĕн хамăр çĕршывăн, Германин чиккисенчи лăпкăлăхпа йĕркелĕхшĕн кăна мар, Варшава Килĕшĕвне кĕнĕ мĕнпур патшалăхăн хăрушсăрлăхне те хÿтĕлеме тивнĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен, паллă çарсен ушкăнĕ Германире çур ĕмĕре яхăн /49 çул/ тăнă хушăра, Совет Союзĕнчи 15 союзлă республикăра пурăннă тата çитĕннĕ темиçе ăру службăра пулма ĕлкĕрнĕ. Çав контингент малтанхи вăхăтра темиçе миллионлă çар ушкăнне пĕрлештернине шута илсен, унăн Европăри, тĕнчери пысăкран та пысăк пĕлтерĕшне тата ытларах ăнланса илетĕн.

Ушкăна чи малтан иккĕмĕш тĕнче вăрçинче уйрăмах паллă çĕнтерÿсем тунă, Тăван çĕршывпа кÿршĕ патшалăхсен ирĕклĕхĕшĕн чи курăмлă тÿпе хывнă пĕрремĕшпе иккĕмĕш Белорусси тата пĕрремĕш Украина фрончĕсен никĕсĕ çинче йĕркелени, унăн чи малтанхи командующийĕ пулма тĕнчипех паллă Совет Союзĕн Маршалне Г.К.Жукова шанни те çавнах çирĕплетет.

- Пирĕн районтан çара кайнисен йышĕнче Германире пулнисем пирки мĕн калама пултаратăр?

- Вăл - чи пысăкки, - çирĕппĕнех хуравларĕ штаб начальникĕн çумĕ Анатолий Анисимов запасри старшина. - Хальлĕхе, тулли мар шутлавсем тăрăх, 1200 çынна яхăн. Аслă ăрурисенчен илес пулсан, пĕрремĕшпе иккĕмĕш Белорусси тата пĕрремĕш Украина фрончĕсенче тăшмана хирĕç çапăçнисенчен те чылайăшĕ хăйсем Германири çарсен ушкăнĕнче службăна малалла тăсма килĕшни çинчен пĕлтернĕ. Çавна май çамрăк салтаксем хăйсен ашшĕ е тетĕшĕ пулнă чаçсене лекессишĕн тăрăшнă, унта службăра тăрассине пысăк чыс тесе шутланă. Акă, юнашарах ларакан Николай Христофоровичăн ашшĕ те /Христофор Тимофеевич/, тетĕшĕпе шăллĕ те Совет Çарĕсен Германири ушкăнĕсенче хĕсметре пулнă. Хамăн та шăпа çавăн пекрехех. Чыслă службăра пĕр-пĕрне ылмаштарсах тăтăмăр темелле. Малтан аттен, Алексей Анисимовичăн, унтан - Валери тетен, каярахпа - манăн тăванла нимĕç çĕрĕнче  пулса мирпе лăпкăлăха сыхлама тата упрама тиврĕ. Çакăнпа эпир тивĕçлипе мухтанатпăр тата мăнкăмăлланатпăр. Пĕр килтен е çемьерен иккĕн-виççĕн таранчченех пĕр взводра е чаçрех пулнисене кашни ялта тенĕ пекех тупма пулать: Тÿскелĕнчен Петровсем, Курнавăшран Светопольскисем, Аслă Шăхальтен - Смолинсем тата ыттисем те.

Тĕнчипех палăрнă çарсен ушкăнĕнче пулнисене чылайăшне шыраса тупма, пĕр чăмăра пĕрлештерме мĕн  хистерĕ тата хавхалантарса пырать сире;

Анатолий Анисимов:

- Пĕлетпĕр вĕт-ха, мĕн авалтанпах çарта пĕрле пулнисем яланлăхах туслашса, тăван пек хаклă пулса юлнине. Вĕсенчен чылайăшĕ служба хыççăн та пĕр-пĕринпе çыхăну тытма пăрахмасть. Халĕ, компьютер, интернет ĕмĕрĕнче, çакна тăвасси пĕрре те йывăр мар. Анчах темле çыхăну та, çыру-хыпар та куçа-куçăн тĕл пулнине, пĕр-пĕрин хуйхипе телейне ыйтса пĕлнине çитмест.

Акă, темиçе çул каялла  Питĕрте пурăнакан Валерий Жиляев хăйĕн пуçарăвĕпе Германире тăнă çарсен ушкăнĕнче пулнă ветерансен Пĕтĕм тĕнчери ассоциацине йĕркелени çинчен пĕлтĕмĕр. Часах эпир унпа компьютер урлă куçа-куçăн калаçма май тупрăмăр. Вăл Чăваш Республикинчен йĕркелÿ конференцине Патăрьел районĕнчи Кивĕ Катек чăвашĕ Геннадий Кошкин хутшăнни çинчен пĕлтерчĕ. Эпир ăна часах шыраса тупрăмăр та, пĕрле тенĕ пекех, Елчĕк тăрăхĕнчи салтаксемпе офицерсен - Германире пулнисен пĕрлешĕвне тăвас ыйтăва татса патăмăр. Часах хамăр çинчен халăха анлăн пĕлтерме май тупрăмăр - пĕр-пĕринпе хутшăнса, укçа-тенкĕ тупса Елчĕкри тĕп лапамра Совет Çарĕсен Германири ушкăнĕнче пулнисен ячĕпе хитре палăк уçма май килчĕ. Çакă пĕр-пĕринпе тачăрах пĕрлешме те, çамрăксемпе шкул ачисене патриотла воспитани парас енĕпе хавхаланса ĕçлеме те пулăшать. Пĕлтĕрпе кăçал  кăна та пирĕн йышри вун-вун çын шкулсенче,  клубсемпе библиотекăсенче, ытти обществăлла вырăнсенче пулчĕç, итлекенсене совет салтакĕсем Европăри мире упрас тата çирĕплетес енĕпе тунă паттăрла ĕç çинчен ĕнентерÿллĕ калаçусем ирттерчĕç.

Спорта аталантарас енĕпе те пуçарусем тăватпăр. Хамăр шутпах футбол, волейбол вăййисем ирттеретпĕр. Салтак-ветерансенчен чылайăшĕ хамăр ентеш Юрий Карпов  ертсе пынипе йывăр атлетсен Раççейри ăмăртăвĕсем таранчченех хутшăнаççĕ, час-часах малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ.

Нумаях пулмасть «Елчĕк ен» хаçатра Аслă Елчĕкри Владимир Мешковпа Иван Амасев тата Иван Вастулов, Тÿскелĕнчи Александр Кучковпа Каркаларти Михаил Бакин Германири служба хыççăн тăван ене пĕрле таврăнни, каярахпа пурте ĕçре палăрни çинчен çырса кăларнăччĕ. Унтах вĕсен сăнÿкерчĕкне çапса кăларнă. Халĕ вулакансенчен чылайăшĕ вĕсен паянхи шăпипе интересленет. Тен, çавăн евĕрлĕ материалсем пичете татах та хатĕрлеме май пулать?

Николай Павлов:

- Хаçатри статья е информаци пулнипе кăна  лăпланас марччĕ те... Кăçалпа килес çул Хĕвелтухăç Германи Республикинче службăра тăнă ентешсем, вĕсен кун-çулĕпе шăпи пирки ятарлă кĕнеке кăларма та  тĕллев лартрăмăр. Халĕ  алçырăвĕсемпе сăнÿкерчĕксем, аса илÿсемпе тĕрлĕ çырусем пуçтаратпăр. Çĕр алла яхăн çын хăйсен кун-çулĕ çинчен кĕскен çырса пама ĕлкĕрчĕç те ĕнтĕ.

- Кĕнекине хăçан кăларма шутлатăр?

- Вăраха ярас  марччĕ. Çитес çулхи Аслă Çĕнтерÿ кунĕччен унăн пирвайхи экземплярĕсене алла тытасчĕ. Çавна май Германире пулнисене пурне те  хăйсен аса илĕвĕсене Çĕнĕ çулччен штаба çитерме ыйтатпăр. Вилнисем пирки тăванĕсем пĕлтерсен аван. Кашни салтакпа офицерăн ячĕ историе кĕрсе юлтăр. Штаб начальникĕн телефонĕсем 2-65-22 тата 8 927 862 03 00. Пуриншĕн те кирлĕ тата пĕлтерĕшлĕ кăларăма пичете хатĕрлес ĕçре районти паллă çыравçă Анатолий Тимофеев пулăшма пулчĕ.

Апла пулсан сире, Совет Çарĕсен Германири ушкăнĕнче службăра пулнисене пĕрлештерекен штаб членĕсене тата хастартарах, активлăрах пулма ырлăх-сывлăх тата ăнăçлăх сунасси кăна юлать. Çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе!

/Хамăр корр./.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика