10 декабря 2016 г.
Çитес çул республикăра хĕрарăмсен юхăмĕ йĕркеленнĕренпе 90 çул çитет. Кăçалхи авăн уйăхĕнче вара Совет хĕрарăмĕсен комитечĕ йĕркеленнĕренпе 75 çул çитнине анлăн паллă турăмăр. Тĕрлĕ çулсенче Совет хĕрарăмĕсен комитетне Совет Союзĕн Геройĕ, Социализмла Ĕç Геройĕ В.С.Гризодубова, Совет Союзĕн Геройĕ В.В.Терешкова, Социализмла Ĕç Геройĕ З.П.Пухова ертсе пынă.
Раççей хĕрарăмĕсен союзĕ асăннă комитет ĕçне малалла тăсать. Çак пĕрлĕх хăй палăртнă тĕллевсем патне çирĕппĕн пынине Раççей Президенчĕ Владимир Путин союз пĕлтĕр 25 çул тултарнă ятпа янă саламлă çырăвĕнче палăртнă: «...организаци паха опыт пухнă, ырă ята тивĕçнĕ, палăртнине пурнăçлас тĕллевпе патшалăх органĕсемпе, граждан обществипе калаçса татăлма яланах хатĕррине çирĕплетнĕ».
1927 çулхи авăн уйăхĕн 23-28-мĕшĕсенче Шупашкарта хĕрарăмсен пĕрремĕш съезчĕ ĕçленĕ. Çакăнтан пуçланнă та республикăри хĕрарăмсен юхăмĕн историйĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн аллăмĕш çулĕсен вĕçнелле кун пек пĕрлĕхсем предприятисемпе учрежденисенче, колхозсенче йĕркеленме пуçланă. Анчах та вĕсем пĕр-пĕринпе çыхăну тытман, кашни пĕрлĕх хăй тĕллĕн, хăйĕн вăйĕпе аталаннă. 1965 çулхи кăрлачăн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикинче хĕрарăмсен канашне йĕркелесси çинчен йышăну кăларнă. Çав çулах, пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче, чăваш хĕрарăмĕсем иккĕмĕш съезда пуçтарăннă. Пĕрлĕх пирки йышăну кăларса унăн пĕрремĕш ертÿçи пулма Ольга Талляна суйланă.
Хĕрарăмсен республикăри канашĕ çултан çул вăй илсе пынă. Унăн тилхепине тĕрлĕ тапхăрта Ида Кочетова, Ираида Стекольщикова, Крета Валицкая, Светлана Тимофеева тытса пынă. 2009 çулхи чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнчен республикăри хĕрарăмсен союзне Ольга Зайцева ертсе пырать. Союз правленийĕн хастарĕсем, ун çумĕнчи ыркăмăллăх фончĕ /ертÿçи Л.Ю.Игнатьева/ çемье хаклăхне, йăла-йĕркесене сыхласа хăварса малалла аталантарас, амăшĕпе ачине хÿтĕлес тĕллевсене пурнăçа кĕртессишĕн нумай ĕçлеççĕ.
Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен союзĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕ çирĕме яхăн пĕрлĕхрен тытăнса тăрать. Чылай çул Евгения Михайлова ертсе пыракан уйрăм çĕршыв шайĕпе 2017 çулччен палăртнă «Пĕртанлăх. Аталану. XXI ĕмĕрти тăнăçлăх» программăпа килĕшÿллĕн ĕçлет. Вăл «Çирĕп çемье - çирĕп патшалăх», «Çирĕп аталанупа социаллă хăрушсăрлăхшăн», «Чун. Культура. Сывă пурнăç йĕрки», «Миршĕн, халăхсен хушшинчи туслăхпа çыхăнушăн» тата ытти çумпрограммăсем çине пайланать.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин пĕррехинче: «Елчĕк енĕн тĕп пуянлăхĕ - çынсем» - тенĕччĕ. Уйрăмах ĕçре çитĕнÿсем тăвакан, кил ăшшине упракан хĕрарăмсем нумай пирĕн хушăра.
Хĕрарăмсен хулпуççине черчен теççĕ те, анчах çак черченлĕх мĕн чухлĕ хăватлă ĕç пурнăçлать. Яваплăхран та хăрамасть вăл. Йывăрлăха та парăнмасть. Авăнать, анчах хуçăлмасть. Хĕрарăм - пурнăç тыткăчи. Патшалăх та хĕрарăма, ача амăшне, нумай ачаллă çемьене пысăк тимлĕх уйăрать. Шăмалак ялĕнчи Львовсен çемйи пуриншĕн те ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Вĕсен туслă çемйинче çичĕ ача çитĕнет. Кăçал çемье «Районти чи лайăх çемье» конкурсра мала тухрĕ. Пултаруллă та ĕçчен Львовсем республикăри тупăшура та палăрчĕç. Вĕсем ялта иртекен уявсене тăтăшах хутшăнаççĕ. Кăçалтан туслă йыш патшалăх тÿлевсĕр туса панă çĕнĕ кермене пурăнма кĕчĕ. Ачасен пит-куçĕнче телей шевлине курсан чун хĕпĕртет.
Районти хĕрарăмсен канашĕ çемье, амăшлăхпа ачалăх, социаллă политика ыйтăвĕсене те манмасть. Салтакăн тăлăх арăмĕсене, вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене, сусăрсене пулăшасси те тĕп вырăнта.
Ĕçленипе пĕрлех канма та пĕлеççĕ Елчĕк хĕрĕсемпе арăмĕсем. Районта 14 хутчен хĕрарăмсен культурăпа спорт фестивалĕ иртрĕ. Унта кашни ял, тĕрлĕ организаципе предприяти, хуçалăх хĕрарăмĕ хаваспа хутшăнать. Пĕрисем алĕçĕпе тыткăнлаççĕ, теприсем алă вăйĕ виçсе, шывра ишсе, волейболла выляса е спортăн ытти тĕрлĕ ăмăртăвĕсенче тупăшаççĕ, виççĕмĕшĕсем юрлас-ташлас ăсталăхĕпе тĕлĕнтереççĕ... Çавăн пекех Çемье, Анне кунĕсене савăнăçлă лару-тăрура уявласси çирĕп йăлана кĕнĕ. Çулсеренех республикăри «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» ыркăмăллăх марафонне те активлă хутшăнатпăр. «Раççей йĕлтĕр йĕрĕнче», «Наци кросĕнче» пирĕн хĕрсем яланах маттур.
Хĕрарăм кирек мĕнле лава та туртма хăнăхнă. Унăн яваплăхне кирек кам та палăртать. Ахальтен мар-тăр хĕрарăмсем хушшинче ертÿçĕсем те сахал мар. Çĕршыв аталану çул-йĕрне улăштарнăранпа хĕрарăмăн тепĕр пултарулăхĕ те яр уççăн палăрчĕ: ертсе пырас ĕçре кăна мар, бизнеса аталантарас енĕпе харсăр пирĕн пултаруллă хĕрарăмсем.
Л.ЗАЙЦЕВА,
районти хĕрарăмсен канашĕн ертÿçин çумĕ.