07 декабря 2016 г.
Тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.
Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа - районăн çулталăкри пĕрлештернĕ бюджетне раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне мĕнле пурнăçланипе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Галина Анисимова паллаштарчĕ. 11 уйăхра пĕрлештернĕ бюджета тупăшсем енĕпе 281,8 млн тенкĕ, çулталăк кăтартăвĕсемпе плана 84,9 процент пурнăçланă. Çав шутран хамăрăн тупăшсем 74,3 млн тенкĕпе танлашнă е 109,6 процент. Пур тĕрлĕ налук та, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, бюджета ытларах пырса кĕнĕ. Галина Анисимова 2017 çулхи бюджет пирки кĕскен чарăнса тăчĕ. Пĕрлештернĕ бюджетра тупăш пайне кăçалхипе танлаштарсан 3,1 процент ÿстерме палăртнă. Вăл 298,4 млн тенкĕпе танлашмалла. Çав шутран хамăрăн тупăшсем 7,1 процент ÿсмелле, 84,7 млн тенкĕпе танлашмалла. Пĕрлештернĕ бюджетра расхутсем 3,4 процент ÿсеççĕ, 300,3 млн тенке çитеççĕ. Хамăр патăмăрта пуçтарăнакан тупăшсем 2016 çулхипе танлаштарсан 5,2 процент ÿсеççĕ. Бюджет дефицичĕ 1,9 млн тенкĕ. Çавна май пĕчĕк предпринимательлĕхе, экономикăна аталантарас тĕлĕшпе кăçалхинчен лайăхрах ĕçлеме тивет.
Районăн 2017 çулхи тата планпа пăхнă 2018 тата 2019 çулсенчи бюджет проектне халăхпа итлессине декабрĕн 8-мĕшĕнче, ял тăрăхĕсен бюджечĕсен проекчĕсене декабрĕн 9-мĕшĕнче йĕркелеççĕ. Район бюджетне декабрĕн 15-мĕшĕнче районти Депутатсен пухăвĕн ларăвĕнче çирĕплетме пăхнă.
Раççей Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн начальникĕ Зинаида Яковлева 2016 çулта пенсипе тивĕçтерессинчи улшăнусем çинчен каласа пачĕ, 2017 çулта пулмалли çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ.
Канашлура çуртсене, территорисене Çĕнĕ çул ячĕпе илемлетес тата ытти ыйтусене сÿтсе явнă.