Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешĕмĕре чысланă

07 декабря 2016 г.

Лидия Филиппова журналист-публицист пирĕн ентеш - Чăваш Тăрăм ялĕнче çуралса ÿснĕ, Мускаври гуманитарипе экономика институчĕн Шупашкарти филиалĕн тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕн, ракета çарĕсен подполковникĕн Иван  Даниловăн кун-çулĕ çинчен документсемпе тата илемлĕх мелĕсемпе усă курса «Записки академика. Данилов Иван Петрович» ятлă кĕнеке пичетлесе кăларнă.

Чăваш Республикинчи официаллă çынсем - депутатсем, наука, культура тата искусство деятелĕсем, аслă вĕренÿ заведенийĕсен ертÿçисем, журналистсем Наци библиотекинче кĕнекери геройпа - Иван Даниловпа тата авторпа тĕлпулу йĕркеленĕ.

...Елчĕксене те, паллах, йыхравсăр хăварман. Сумлă ентешĕмĕре саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый хутшăннă. Савăнăçлă лару-тăрура сăмах калама май пулнипе усă курса Леонард Васильевич кĕнеке авторне - Лидия Филипповăна Иван Данилов академикăн пурнăçĕпе кун-çулĕ çинчен ĕненмелле, ĕмĕр манăçмалла мар çутатса панăшăн чĕререн тав тунă. Наука ĕçĕнче çак вăхăтченех ырми-канми вăй хуракан, çирĕп шухăш кăмăллă Иван Петровича малашне те ăнăçусем, чи кирли - çирĕп сывлăх суннă, Елчĕксем унпа тивĕçлипе мухтаннине, мăнаçланнине палăртнă...

С.АНАТОЛЬЕВА. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика