07 декабря 2016 г.
Хăй вăхăтĕнче çĕршывра та палăрнă
Елчĕкри сыр пĕçерекен завод хăйĕн кун-çулне 1927 çулта сепаратор пункчĕ евĕр пуçланă. Кÿршĕре вырнаçнă ялсенчен кунсерен 500-600 килограмм сĕт йышăннă вăл, унтан хăймине уйăрса услам çу уçланă. Вăхăт иртнĕçемĕн завод вăй илсе, аталанса пынă, туса кăларакан продукцин ассортименчĕ те пуянланнă. 1960-мĕш çулсенче «Костромской» сыра талăксерен 600-шар килограмм кăларнă. Хăйма, кефир, услам çу района çеç мар, республикăпа унăн тулашне те ăсаннă.
Каярахпа, иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче, Елчĕксен хытă йышши «Пошехонский» сырăн ырă ячĕ районта, республикăра çеç мар, пĕтĕм çĕршывĕпех саланнăччĕ. Ăçтан кăна туянма килместчĕç ăна?!!
Çулсем иртрĕç. Çĕршывăмăрăн тĕрлĕ тапхăрĕнче улшăнусем чылай пулчĕç. Елчĕкри сыр пĕçерекен заводăн та ырă та сумлă чапĕ чылай чакрĕ - технологине пăхăнманнине е ертÿçĕсем ĕçе тивĕçлипе йĕркелеменнине пула-ши, «Пошехонский» сырăн мăнаçлă чапĕ çухалчĕ - лавккасен сентри çинче урăх тĕл пулмарăмăр унпа... Туса кăларакан ытти продукци те хисепрен тухрĕ. Район администрацийĕн умĕнче çивĕч ыйту тухса тăчĕ: «Сыр пĕçерекен завода мĕнле пĕтме памалла мар?».
Пĕтекен завод чĕрĕлет
2014 çулхи апрелĕн 9-мĕшĕнче завода çĕнĕ хуçа - Патăрьел тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ Руслан Камилович Каштанов алла илет. «Чăннипех, чи малтан хăрушăччĕ - завод цехĕсенче Мамай çарĕ иртсе кайнă тейĕн. Пĕтĕм çĕрте хуçасăрлăх. Маларах пулнă оборудование унчченхи хуçа тиесе тухса кайнă. Мĕнрен пуçламалла?» - аса илет Руслан Каштанов.
Çĕнĕ хуçа çĕнĕ оборудовани вырнаçтарма, йĕрке туса хума, производствăна çĕклеме тĕллев лартать. Анчах ăна пурнăçлама укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ. Маларах уйрăм предпринимательте ĕçленĕ Руслан Каштановăн малтанхи капитал пулнă-ха. Анчах вăл тĕп юсав ĕçĕсене пурнăçлама, çĕнĕ оборудовани туянма çителĕксĕр. Урăхла майсем шырамалла. Патшалăх енчен пулăшу пулассине пĕлсе Руслан Камилович завод аталанăвĕн ятарлă проектне хатĕрлет, Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн министерствине тăратать, унтан субсиди илет. Çавăн пекех производствăна аталантарма банксен кредичĕсем те пулăшнă. Хальлĕхе производствăна аталантарма 15 миллион тенкĕ ытла тăкакланă. Çĕнетÿ ĕçĕсене заводра анлăн пурнăçлама тытăннă.
Елчĕк ялне килекенсем Правосуди çурчĕпе юнашар вырнаçнă икĕ хутлă пысăк çурта асăрханă ĕнтĕ. Хальхи йышши материалсенчен хăпартнăскер, хулари пĕр-пĕр заводăн культура керменне аса илтерет вăл - хăйĕн архитектурипе те кăсăклă. Кооператив урамне илем кÿрекен çуртри лавккасем хăйсем патне илĕртеççĕ. Мансарда хутĕнче тĕрлĕ организацисен офисĕсем те вырнаçма пултараççĕ.
Паллах çĕнетÿ /реконструкци/ тапхăрĕнче производство çине ытларах тимлĕх уйăрнă. Завод ертÿлĕхĕн тĕп тĕллевĕ - пысăк тухăçлă ĕç вырăнĕсем йĕркелесси, инноваци технологийĕсемпе анлăн усă курасси, производствăна модернизацилесси. Производство тата хатĕр продукцисен склачĕн пÿлĕмĕсене анлăлатнă. Цехсем çутă та таса. Тин çеç вырнаçтарнă оборудовани те йăлтăртатса тăрать - хĕвел шевли вылять тейĕн. Çакă ĕçлес кăмăла çĕклет. Мĕнле кăна технологи линийĕсене вырнаçтарман-ши кунта? Тĕрлĕ çу шайĕллĕ сĕте, кефира, хăймана уйрăм пакетсене тултарассине пĕтĕмпех автоматизациленĕ. Çавăн пекех «Крестьянское» услам çу, тăпăрч туса кăлараççĕ.
Çапах та иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенчех заводра кăларнă хытă йышши «Пошехонский» сыр производствине çĕнĕрен йĕркелесе яни савăнтарать. Кăçалхи июль-август уйăхĕсенче унăн пуçламăш /эксперимент/ партине пĕçерсе кăларнă. Хальлĕхе ăна 1253 килограмм хатĕрленĕ. Технологипе килĕшÿллĕн, вăл хăйĕн «вăй-хăватне» пухмалла - унтан ăна суту-илÿ сентрисем çине кăлараççĕ.
Сĕтрен хатĕрленĕ юр-вар хăвăрт пăсăлать. Çавăнпа хатĕрленĕ продукцине сивĕтмелле. Çакă заводра пысăк тимлĕхре.
Унччен сыр пĕçерекен заводра аммиаклă холодильниксем пулнине шута илсе, инкек-синкекрен сыхланас тĕллевпе МЧС енчен тĕрлĕ вĕренÿ иртетчĕ. Çакна шута илсе тата энергие перекетлес, эффективлăха ÿстерес тĕллевпе çĕнĕ йышши холодильниксем вырнаçтарма май тупнă. Çавăнпа Елчĕксем малашне лăпкă пурăнма, çывăрма пултарĕç.
Цехра çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă май, администраци çурчĕн ĕç кабинечĕсене юсанă, информаци технологийĕн хатĕрĕсемпе тивĕçтернĕ. Çавăн пекех заводăн хапхине, хÿмине те йĕркене кĕртнĕ.
Заводра модернизаци ĕçĕ пĕтмен-ха. Унăн территорийĕнче тепĕр пĕчĕк завод çĕкленет. Сĕт-çу продукцине ĕçлесе, уйрăмах сыр, хатĕрленĕ чухне çĕве шывĕ сахал мар пухăнать. Тăван тавралăха варалать вăл. Мĕн тумалла? Çакă та шухăшлаттарнă завод ертÿлĕхне. Çавăнпа çĕве шывне типĕтме, типĕ сĕт кăларма тĕв тытнă. Установкăсене вырнаçтарнă - тепĕр çулла вĕсем ĕçлеме пуçлĕç - производство та каяшсăр пулĕ, экологи ыйтăвĕ те татăлĕ. Заводăн сăн-сăпачĕ улшăннисĕр пуçне, территорине те тирпей-илем кĕртесшĕн - çитес çул вăл асфальтпа витĕнĕ. Çавăн пекех чечексем те çитĕнĕç.
Завода сĕт килет...
Елчĕкри сыр пĕçерекен завод хальхи вăхăтра куллен 45 тонна сĕт йышăнать. Ăна ытларах Елчĕк тата кÿршĕллĕ районсенчи ялхуçалăх предприятийĕсенчен, хресчен ?фермер/ хуçалăхĕсенчен, халăхран сĕт пухакансенчен пысăк хакпа туянать. Сĕтĕн хакĕ çунтармалли-сĕрмелли материалсен хакĕсене çывăх. Завод малалла аталантăр тесе сĕт сутакансем чĕртавара Елчĕкри сыр пĕçерекен завода пама тăрăшаççĕ. Туяннă сĕтшĕн вăхăтра тÿлеççĕ.
Туяннă сĕтĕн пĕр пайне Мускава, Саратова, Чулхулана ăсатаççĕ, ыттине заводра ĕçлесе хатĕрлеççĕ. Шутласа кăна пăхăр, кăçал кăна çулталăк пуçланнăранпа 2,5 процентлă сĕте 53 пин килограмм ытла, 3,2 процентлине 24 пин ытла, çусăр кефира 4 пине яхăн, 2,5 процентлине 700 яхăн, хăйма 21 пине яхăн, «Крестьянское» услам çăва 53 пин ытла, тăпăрч 6 пине яхăн, «Пошехонский» сыра 1253 килограмм туса кăларнă. Малашне производство продукци туса кăларассине чылай ÿстересшĕн. Хатĕр продукцие Шупашкарти курттăм туянакан организацисене ăсатаççĕ.
Сыр пĕçерекен заводăн хăйĕн те лавкка пур. Кунта сутакан продукци хакĕ, ытти çĕртипе танлаштарсан, чылай йÿнĕрех. Акă, сăмахран, çусăр кефира предприяти лавккинче 22 тенкĕпе туянма пулать - ытти çĕрте унăн хакĕ 26-27 тенкĕ. Çавăн пекех сĕтрен хатĕрленĕ ытти юр-варăн хакĕ те çынсене тивĕçтермелле. Çавăнпа заводăн лавккине килсе таварсене туянма сĕнесшĕн.
Юлашки вăхăтра районта, республика шайĕнчи куравсенче Елчĕкри сыр пĕçерекен заводăн продукчĕсене сахал мар курма пулать. Тĕрлĕрен хаклаччăр ăна куравçăсем, çапах та малашне «Аштан» бренд çул илетех.
Ĕç çынни - тĕп вырăнта
Пĕтĕм ĕçе кадрсем татса панине лайăх ăнланаççĕ заводра. Коллектив çине тăрса малалла талпăнать, ÿсĕм çулĕпе малалла пырать, кирек хăш йывăрлăха та çĕнтерет. Кашни ĕçлекенех, вĕсем 30 çын, тава тивĕç. Ильнар Каштанов директор, Миндалия Чинкина тĕп бухгалтер, хатĕр продукци склачĕн заведующийĕ Венера Зайцева, сĕт йышăнакан Эльвира Антонова, Татьяна Васильевăпа Зоя Иванова лаборанткăсем, Алена Головина аппаратчица, вăлах технолог, услам çу хатĕрлекен Раиса Васильева, слесарьсем тата ытти ĕçченсен тăрăшулăхĕ, вĕсен ылтăн аллисем Елчĕкри сыр пĕçерекен заводăн малтанхи ырă ятне каялла тавăраççĕ.
Завода ертсе пыракансем те ĕçлекенсен ĕç условийĕсене лайăхлатма тăрăшаççĕ. Кунти ĕçченсем алла уйăхсерен вăтамран 17-18 пин тенкĕ ĕç укçи илеççĕ.
Заводра тумтирсене улăштарса тăхăнма ятарлă пÿлĕм пур. Кунтах ĕç хыççăн тасалса çăвăнма душ пÿлĕмĕ те хăтлă - уйрăмах вăл çуллахи шăрăх вăхăтра меллĕ. Çапах та тепĕр киленмелли вырăн вăл - апатлану вырăнĕ.
Завод ертÿçисем ĕçлекенсене кунне пĕр хут тÿлевсĕр апат çитереççĕ. Çак тĕллевпе ятарлă вырăн йĕркеленĕ. Чăннипех столовăйĕнче илемлĕх хуçаланать -ресторана е кафене пырса кĕнĕ тейĕн. Кунта апатланнă хыççăн малалла та хавхаланса ĕçлес кăмăл пысăк заводра тăрăшакансен...
Малалла аталанать, çĕнелет Елчĕкри сыр пĕçерекен завод. Ăнăçу çеç пултăр!
Хаклав
А.Савинов, ĕç ветеранĕ:
- Елчĕкри сыр пĕçерекен завод юлашки вăхăтра вăй илсе аталанса пыни палăрать. Кунтан иртсе çÿренĕ май, Елчĕкри Кооператив урамне илем кÿрекен икĕ хутлă çурта кĕске вăхăтра туса пĕтерсе хута янине, хапхана, картана илемлетнине асăрхарăм. Çаксем завода ертсе пыракансем чăн-чăн хуçасем пулнине çирĕплетеççĕ.
О.Архилина, тавар туянакан:
- Елчĕкри сыр пĕçерекен заводăн туса кăларакан продукци ассортименчĕ пысăк. Икĕ хутлă çуртра вырнаçнă лавккара мĕн кăна туянма май çук-ши? Кунтах тĕрлĕ сĕт, унтан хатĕрленĕ ытти юр-вар - хăйма, кефир, тăпăрч, услам çу... Уйрăмах «Пошехонский» сыра çĕнĕрен туса кăларма пуçлани кăмăла çĕклет. Апла пулсан, заводăн унчченхи ырă ячĕ таврăнатех.
А.КАРЛИН.
Обществăн ĕç тăвакан директорĕ Ильнар Каштановпа хатĕр продукци склачĕн заведующийĕ Венера Зайцева.