07 декабря 2016 г.
2007 çултанпа декабрĕн 9-мĕшĕнче пирĕн çĕршывра Раççей паттăрĕсен кунне паллă тăваççĕ.
1769 çулта II Кĕтерне императрица Çветтуй Георгий Победоносец орденне çирĕплетнĕ. Вăл вăхăтра çак орденпа çапăçура паттăрлăх, хăюлăх кăтартнă воинсене чысланă. Çветтуй Георгий орденĕ 4 степеньлĕ пулнă, вĕсенчен пĕрремĕшĕ - чи асли.
Чи аслă çар наградин тулли кавалерĕсем 4 çын пулнă, вĕсен йышĕнче вырăссен аслă полководецĕсем - М.И.Кутузовпа М.Б.Барклай-де-Толли.
II Кĕтерне Çветтуй Георгий Победоносец орденне çирĕплетнĕ ятпа хăйне те çак наградăна панă.
1917 çулччен Çветтуй Георгий Победоносец орденне çирĕплетнĕ кун Георги кавалерĕсене чысланă. Октябрьти революци хыççăн уява та, наградăсене те пăрахăçланă.
2000 çулта Раççей Федерацийĕн Указĕпе килĕшÿллĕн Çветтуй Георгий Победоносец орденĕн статусне каялла тавăрнă.
2007 çулта Раççей парламенчĕ Раççей паттăрĕсен кунне паллă тăвас ыйтăва çĕкленĕ. Çак кун Раççейре Совет Союзĕн, Раççей Федерацийĕн Паттăрĕсене, Мухтав тата Çветтуй Георгий Победоносец орденĕсен кавалерĕсене чаплă лару-тăрура чыслаççĕ.