07 декабря 2016 г.
«Ватлăхра район хаçатне вуласа чуна уçатпăр», - теççĕ Вырăскассинчи пенсионеркăсем.
Галина Николаева хаçат, кĕнеке вулама юратать. Тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ вăл. 12 çул ытла ял çыннисене хаçат-журнал, пенси валеçнĕ. Ялти кашни çынпа пĕр чĕлхе тупнă. «Çăмăл мар почтальонка ĕçĕ, çапах кашни çемьере кĕтнĕ çынччĕ. Уйрăмах район хаçатне юратса вулатчĕç. Халĕ те çаплах», - тет Галина Петровна.
Венера Воронова вара чылай çул фермăра ĕçленĕ. Вăл та «Елчĕк ен» хаçатри кашни материала «пĕр йĕрке сиктермесĕр вулатăп» тесе пĕлтерет.
Христина Лисицына та тантăшĕсенчен юлмасть. Район хаçатне çитес çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче илсе тăма çырăнас тесе почтальонкăпа тĕл пулчĕ.
Сăнÿкерчĕкре: хаçат тусĕсем.