Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хевтесĕр мар вĕсем

03 декабря 2016 г.

Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕ умĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин пурнăçра йывăр шăпапа тĕл пулнă çынсемпе çавра сĕтел хушшинче тĕл пулчĕ.

Ачаран инвалид пулса çитĕннĕ, тĕрлĕ чир-чĕре пула е производствăра ĕçлесе сусăра тухнă çынсен пурнăçĕ, каламалли те çук, çăмăл мар. Апла пулин те вĕсенчен ытларахăшĕ çирĕп шухăш-кăмăллă пулнипе палăрса тăрать. Çакăн пек çынсем шăпа кăларса тăратнă йывăрлăхсене пăхмасăр хăйсен кун-çулĕсене тивĕçлĕ пурăнса ирттереççĕ: пултарнă таран усăллă ĕçе хутшăнаççĕ, кирлĕ пулсан, çывăх çыннисене те кăмăлтан пулăшу аллине тăсса пама ÿркенмеççĕ. Сĕтел хушшинче вĕри чейпе тата тутлă çимĕçпе сăйланнă самантра, пушшех, калаçу хăй еккипе - çынна шанăçпа пурăнма хавхалантармалла йĕркеленсе пычĕ. Çăмăл мар шăпапа тĕл пулма пÿрнĕ пулин те хăйĕн уйрăм предприятине йĕркелесе яма пултарнă Александр Дуткин /халĕ вăл инвалидсен обществин районти уйрăмĕн ертÿçи те/ тĕслĕхĕ те пурнăçа мĕнле йĕркелесе пырасси çынран хăйĕнчен нумай килнине çирĕплетсе парать мар-и? Çирĕп шухăш-кăмăллă, мал ĕмĕтлĕ пулни ăна пурнăç кăларса тăратнă йывăрлăхсене çĕнтерме, хăюллă пулма шанăç панă.

...Сусăр çынсен  чун-чĕри ытла та сисĕмлĕ. Çавăнпа вĕсене уявра анчах мар, кулленех пысăк тимлĕх кирлĕ. Хальхи вăхăтра районта вĕсен хисепĕ  сахалах та мар - пурĕ 1766 çын.  Районти яваплă службăсен ĕçченĕсем йывăр шăпаллă çынсен пурнăçне кăштах та пулин савăнăç кĕртес тата май пур таран пулăшас пирки самантлăха та манса каймаççĕ. Çавра сĕтел хушшинчи тĕлпулăва хутшăннă халăха социаллă пулăшу паракан районти пайĕн ертÿçи Ирина Аникина, РФ Пенси  фончĕн районти уйрăмĕн ертÿçи Зинаида Яковлева, социаллă страховани уйрăмĕн уполномоченнăйĕ-тĕп специалисчĕ Алина Сверчкова, районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕ Наталья Фомина çакна асра тытса хальхинче те инвалидсене кăсăклантаракан ыйтусем пирки, патшалăх енчен уйăракан тĕллевлĕ пулăшу йĕркисем çинчен тĕплĕн чарăнса тăма тăрăшрĕç. Ĕçлеме пултаракан инвалидсене ятарлă ĕç вырăнĕсем туса парассине те патшалăх хăй çине илнĕ. Кăçалхи  11 уйăхра районти ĕçлев службине ĕç шыраса пынă 17 инвалидран 15-шне ĕçе вырнаçтарнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин районта пурăнакан сусăр çынсемпе куçа-куçăн курса калаçнă хыççăн вĕсен чун-чĕрин ыратăвне ăнланса ăша хывнине палăртрĕ, йывăр шăпаллă çынсене саккунсемпе килĕшÿллĕн май пур таран пулăшма пулнине палăртрĕ.  Ăшă сăмах чуна ăшăтатех. Çакă вара - чи кирли...

Светлана АРХИПОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика