03 декабря 2016 г.
Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕн Генеральнăй Ассамблейи 1992 çултан пуçласа çак çĕршывсен йышлăхне кĕрекен патшалăхсенче декабрĕн 3-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунне паллă тума йышăннă.
Йышăнăвăн тĕп тĕллевĕ - сусăрсене общество тата производство ĕçне сывă çынсемпе тан явăçтарасси. Çак куна ал-ура, психика, интеллект тĕлĕшĕнчен халсăртарах çынсен нушисене хăйсен чĕри патне çывăха илекенсем, сусăрсен тус-тăванĕсем, юлташĕсем, çывăх çыннисем паллă тăваççĕ.
Пирĕн çĕршывра инвалид çынсен ыйтăвĕсене яланах тивĕçтермелле татса пама тăрăшнă. Иртнĕ кунăн çути çук, теççĕ. Апла пулин те аслăрах ÿсĕмри çынсем каласа кăтартнине тĕпе хурас пулсан, советсен вăхăтĕнче сусăрсем валли «Огонек» артельсем йĕркеленине - вĕсенче çĕршыва кирлĕ специальноçсене хатĕрленине пĕлетпĕр.
Влаç органĕсем хальхи вăхăтра та сусăрсен пурнăçне çăмăллатас тĕллевпе нумай ĕç туса ирттереççĕ. Сывлăх, спорт, администраци çурчĕсене кĕрсе тухма пандуссем вырнаçтараççĕ, тĕрлĕрен инвентарьсемпе тивĕçтереççĕ, санаторисенче сипленме путевкăсем уйăраççĕ. Çаксем пурте Раççей Правительствин 2015-2020 çулсем валли йышăннă «Доступная среда» программипе çыхăннă пулăшу ĕçĕсем.
Производствăра сусăрсем валли ятарлă квота - ĕç вырăнĕ уйăрни те вăйсăр çынсен чун-чĕрине хавхалану туйăмĕ кÿрет. Хальхи вăхăтра эпĕ, предпринимательлĕх ĕçне йĕркелесе пыраканскер, çакна тата та лайăх ăнланатăп. Халăхран, предприятисемпе организацисенчен тимĕр-тăмăр, хут-хăмăр, кирлĕ мар пластик, полиэтилен пухассине тата вĕсене тепĕр хутчен ĕçе ярассипе тимлекен ятарлă организаци йĕркелес шухăша район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Петрович Миллин ырласа йышăнчĕ, яваплă ĕçри малтанхи утăмсене тума та вăл пулăшса пычĕ. Çĕнĕрен йĕркеленнĕ организаци хальхи вăхăтра районта пурăнакансемшĕн усăллă ĕç тунине пурте кураççĕ. Производство хăватне ÿстерсе пынă май малашне кунта темиçе инвалид çынна ĕçе вырнаçтарма палăртатпăр. Хама Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин районти уйрăмĕн ертÿçи пулма çирĕплетни йывăр шăпаллă çынсен пурнăçне кăштах та пулин çăмăллатас тата вĕсене хавхалантарас ĕçе хастар хутшăнма хистет. Çакă - манăн тивĕç те. Пурнăç кăларса тăратнă йывăрлăхсенчен хăраман, çирĕп шухăш-кăмăллă сусăр çынсене хăйсен чун ыйтнă ĕçĕсене йĕркелесе ярас ĕçе хутшăнма кирлине те ăнланатăп. Çакна тума, маларах палăртрăм, район ертÿлĕхĕ те хирĕç пулас çук, хăй енчен илсен, вăл та пулăшса пырасса шанатпăр.
Район центрĕнче халĕ иртнĕ ырă вăхăтсенчи пек инвалидсемпе тĕл пулса калаçмалли уйрăм çурт çук пулин те пĕр-пĕринпе хутшăнма никам та чăрмантармасть. Сусăр çынсен чун-чĕрине уяв кунĕсенче анчах мар, ытти вăхăтра та савăнăçлă кăмăл-туйăм парнелесси те - пирĕн ĕç. Çак тивĕçе кирлĕ пек пурнăçласа пырас тĕллевпе районти социаллă хÿтлĕх пайĕпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Кунти специалистсем тăрăшнипе хамăрпа кÿршĕллĕ районсенчи инвалидсене Елчĕкре йышăнма пултартăмăр. Пĕрле пухăннипе усă курса хамăра пăшăрхантаракан ыйтусене усăллă сÿтсе явнипе пĕр вăхăтрах кану вăхăтне те пурин кăмăлне тивĕçтермелле йĕркелеме пултартăмăр. Çакна хăнасем хăйсем палăртса каларĕç.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2017 çул Ашшĕпе Амăшĕн çулталăкĕ пулнине палăртса çирĕплетекен Указа алă пуснă чухне: «Ăс-хакăл, кăмăл-сипет хаклăхĕсене тĕпе хуракан граждансене воспитани парса çитĕнтермелле. Чи кирли - ырă чĕре, çапла пулсан пирĕн пурнăç лайăхланĕ», - терĕ. Чăн сăмахсем. Сусăр çынсем, уйрăмах, кирек епле пулăма та чĕре патне çывăха илеççĕ. Çакна асра тытса вĕсемпе тимлĕрех пуласчĕ.
А.ДУТКИН,
инвалидсен обществин районти уйрăмĕн ертÿçи, предприниматель.