Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Еткерçĕсем илнĕ

03 декабря 2016 г.

Çулталăк пуçланнăранпа пенси валли пухăннă укçа хуçисем вилнĕ хыççăн районта 225 еткерçĕ 228 пин тенкĕ илнĕ.

Тÿлевĕн вăтам виçи 6450 тенкĕпе танлашнă. Вăл çын ĕçленĕ тапхăрта страховани взносне мĕн чухлĕ хывнипе çыхăннă. Енчен те гражданин официаллă майпа ĕçлемен е шалăвăн пĕр пайне «конвертпа» илсе тăнă тăк еткерçĕсене тÿленĕ укçа-тенкĕ виçи питĕ сахал пулнă. Пенси валли пухăнакан укçа 1967 çулта тата каярах çуралнисен, граждансен пулас пенсийĕн пухăнса пыракан пайĕ валли ĕçпе тивĕçтерекенсем 2002-2004 çулсенче страховани взносĕ куçарнисен /1953-1966 çулсенче çуралнă арçынсен, 1957-1966 çулсенче çут тĕнчене килнĕ хĕрарăмсен/, çавăн пекех пенсин патшалăх софинансированийĕн программине хутшăнса хушма взнос тÿленисен /ÿсĕме пăхмасăр/ йĕркеленет.

Çав укçана тата унăн инвестици тупăшне пухăнса пыракан пенсие тÿлеме тытăниччен пурнăçран уйрăлнă, çавăн пекех патшалăх софинансированийĕн программипе килĕшÿллĕн взнос тÿлеме хутшăннă çынсен еткерçисене параççĕ.

Пенси валли пухăнса пынă укçана тивĕçмелли ирĕкпе гражданин виличчен халал хутĕнче кăтартса хăварнисем усă кураççĕ. Енчен те заявлени пулмасан саккун тăрăх еткерçĕ шутланакан тăванĕсене тÿлеççĕ: чи малтан ашшĕ-амăшне, ачисене, мăшăрне. Вĕсем те пулмасан иккĕмĕш черетрисене - аппăшĕ-йăмăкне, пиччĕшĕ-шăллĕне, аслашшĕ-асламăшне, кукашшĕ-кукамăшне, мăнукĕсене.

Çывăх çыннин пенси валли пухăнса пынă укçине илмешкĕн вĕсен тăванĕ вилнĕ хыççăн 6 уйăх иртиччен РФ Пенси фончĕн территори органне е патшалăхăн шутланман пенси фондне /гражданин пурнăçран уйрăлнă кун тĕлне унăн укçи хăшĕнче упраннине кура/ каймалла. Палăртнă вăхăт иртсен çав ирĕке суд йышăнăвĕпе çирĕплетмелле. Асăннă мелпе 2016 çул пуçланнăранпа пирĕн районта 16 еткерçĕ усă курнă.

З.ЯКОВЛЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика