30 ноября 2016 г.
Валентина Кириллова - конкурс лауреачĕ
2016 çула Раççей МЧС тытăмĕнче пушар хуралĕн çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Çавна май массăллă информаци хатĕрĕсем хушшинче «Вут-çулăмлă перо» конкурс йĕркеленĕ.
Конкурса республикăри тата районсен хаçачĕсен, радиопа телевиденин 20 ытла редакцийĕ хутшăннă.
«Елчĕк ен» хаçатăн çырусен пайĕн редакторĕ Валентина Кириллова «Массăллă информацин районсенчи пичет хатĕрĕсем» номинацире çĕнтернĕ. Раççей МЧСн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн начальникĕн Станислав Антонов генерал-майорăн аллинчен I степень Диплома тата асăнмалăх парнене, чечек çыххине тивĕçнĕ.
Ĕçтешĕмĕре çĕнтерÿ тунă ятпа саламлатпăр, малашне те конкурссене хутшăнса лауреат ятне илме ăнăçу сунатпăр.
А.КАРЛИН.
Чун-чĕре савăнăçпа юрлать
Республикăра пултарулăх коллективĕсен «Чун-чĕре савăнăçпа юрларĕ» фестивалĕ иртнĕ.
Çавна май Раççей тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Геннадий Борисов ертсе пыракан Патреккелти халăх хорĕ тата Елчĕкри культура çурчĕ çумĕнчи ветерансен «Туслăх» хорĕ Чăваш Республикинчи Ĕç çыннин çулталăкне тата республикăри халăх пултарулăх çурчĕ уçăлнăранпа 80 çул çитнине халалланă гала-концерта хутшăнма тивĕçлĕ пулнă.
Елчĕк районĕнчен килнĕ паллă пултарулăх коллективне куракансем сцена çинче яланхи пекех хапăл туса йышăннă. «Я люблю снега» вырăс халăх юррине ăста шăрантарнăшăн Патреккелсене «Хорсем» номинацире палăртнă, лауреат дипломĕпе чысланă. Елчĕкри ветерансен Иван Шурбин ертсе пыракан «Туслăх» хорĕ те диплома тивĕçнĕ.
Çырав ĕçне пĕтĕмлетнĕ
Росстат кăçалхи утă уйăхĕн 1 - çурла уйăхĕн 15-мĕшĕсенче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравĕн оперативлă кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ.
Малтанхи цифрăсем, 10 çул каялла иртнĕ çыраврипе танлаштарсан, агропромышленность комплексĕнче курăмлă улшăнусем пулса иртнине çирĕплетнĕ. Оперативлă мониторинг кăтартăвĕсем тăрăх, çырав тапхăрĕнче 36,4 пин ялхуçалăх организацийĕнчен, 174,8 пин хресчен /фермер/ хуçалăхĕпе уйрăм предпринимательтен, уйрăм хушма хуçалăхпа пурăнакан 18,2 миллион çынран, коммерциллĕ мар пĕрлешÿри 76,3 пин çынран тĕплĕ статистика кăтартăвĕсене пухнă.
Ялхуçалăх çыравĕн малтанхи кăтартăвĕсен пĕрремĕш томне Росстат 2017 çулхи октябрь уйăхĕнче, Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен кăтартăвĕсем тăрăх хатĕрленĕ иккĕмĕш тома ноябрь уйăхĕ тĕлне хатĕрлесе çитерме палăртнă. Пĕтĕмĕшле кăтартусем пурĕ 8 томран кая мар пулмалла, вĕсене 2018 çулхи май-декабрь уйăхĕсенче пичетлесе кăларма йышăннă.
Олимпиадăра çĕнтернĕ
Раççей шайĕнчи «Раççей символĕсем» олимпиадăн регионри тапхăрĕ иртнĕ.
Унта районти кĕçĕн классенче вĕренекен 49 ача хутшăннă. Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекен 10 çулхи Алеся Колсанова хăйпе пĕр ушкăнри ачасем хушшинче чи пысăк балл пухса çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.