30 ноября 2016 г.
Чÿк уйăхĕн юлашки вырсарникунĕнче Раççейĕпех анлăн паллă тăвакан Аннесен кунĕ районта та кашни çул асра юлмалла иртет. Чун-чĕрене ăшăлăхпа çепĕçлĕх кÿрекен çак уявран çывăххи тата хакли урăх çук пекех туйăнчĕ унта пулса курнă хыççăн...
Чăннипех те çапла. Мĕншĕн тесен анне - çĕр çинчи чи хаклă çын, вăл - пурнăç пуçламăшĕ, çĕр-аннемĕр пекех хăватлă, апла пулсан, унран вăйли те урăх çук. Тата мĕн чухлĕ чăтăмлăх унра! Аннесем хăйсен ĕмĕрĕ тăршшĕпех чун панă ывăл-хĕрне телейлĕ тăвассишĕн чун-чĕрисемпе хыпса çунаççĕ. Анне чун-чĕри чĕрĕ çăлкуç пекех тапать. Хăй ватăлсан та унăн чун-чĕри ачисен ырлăхĕшĕн ĕмĕрлĕхех çĕнелсе, аслăланса юлать. Ачисем йăнăш тусан та амăшĕ юрату витĕр ятлать, вăл хăй телейне ачин куçĕ витĕр курать. Çакăн пек хăватлă вăл - Анне...
...Елчĕкри искусство шкулĕнче иртнĕ уяв кĕрекине районти чи сумлă аннесене - пурнăçăн анлă çулĕпе çирĕп утакан, ачисене тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтернипе пĕр вăхăтрах кулленхи ĕçĕпе ят-сума тивĕçнĕ амăшĕсене йыхравланă. Искусство шкулĕнче вĕренекен пултаруллă шăпăрлансем хăйсен юрри-кĕввипе савăнтарса кăмăла çĕкленĕ хыççăн ЗАГС пайĕн ертÿçи Надежда Баймушкина Никифоровсен çемйипе - юратупа çепĕçлĕхе çухатмасăр 55 çул пĕрле пурăнакан Зинаида Матвеевнăпа тата Николай Павловичпа паллаштарчĕ. Вĕсем Елчĕк ял советĕнче пĕр çемьене пĕрлешнине хут çине алă пусса çирĕплетни те шăпах çак кунсемпе пĕре килет.
Елчĕкре Никифоровсене палламан çын та çук пулĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем иккĕшĕ те çак ялтах çуралса ÿснĕ, ĕмĕр тăршшĕпех Елчĕкре ĕçлесе пурăннă. Зинаида Матвеевна Мальковсен хĕрĕ пулнă, вăл - çемьери тăваттăмĕш ача. Пурнăçĕ те çăмăл килмен. Ашшĕ вăрçă хирĕнче пуçне хунă. Амăшĕ вара 5 ачине пĕчченех ура çине тăратнă. Çирĕп кăмăллă амăшĕ йывăрлăхсене парăнмасăр ачисене вĕрентме тăрăшнă. Зина аппа шкулта тăрăшса вĕреннĕ, спортпа туслашнă. Çăмăл атлетика енĕпе республика шайĕнче иртекен ăмăртусенче район чысне сахал мар хÿтĕленĕ. Вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн комсомол райкомне ĕçе вырнаçнă, кунта вăл секретарь-машинистка пулса тăрăшнă. Хăйĕн тивĕçне тĕплĕн пурнăçлакан çамрăк хĕре районта тухса тăракан «Колхоз ялавĕ» /халĕ - «Елчĕк ен»/ хаçат редакцине ĕçлеме чĕннĕ. Малтан, комсомол райкомĕнчи пекех, секретарь-машинисткăра тимленĕ, каярахпа ăна тата яваплăрах ĕçе - корректор пулма шаннă. Редакцие 1958 çулта ура ярса пуснă Зинаида Матвеевна ĕç вырăнне урăх пĕрре те улăштарман - 37 çул редакцире тăрăшнă. Ĕçри аслă юлташăмăр, пирĕншĕн, çамрăксемшĕн, ăспаруçă вырăнĕнче пулнă çак ырă та çутă чун-чĕреллĕ хĕрарăм пирки, çулсем нумай иртнĕ хыççăн, ăшă сăмахсем калама шăпа пÿрни тата мĕн тери кăмăллă, савăнăçлă! Зинаида Матвеевна хăйĕн ĕçне юратса тата тĕплĕн пурнăçланин, коллективра кашни çынпа пĕр чĕлхе тупма, йывăр самантра вĕсене пулăшма пултарнин тĕслĕхĕ - паянхи пекех асра, куç умĕнче.
Николай Павлович вăтам шкул хыççăн электрика вĕренсе тухнă. Салтакран таврăнсан районти культура пайĕнче водительте, каярахпа ача садĕнче электрикра вăй хунă. Вăл та хăйĕн мăшăрĕ пекех мĕн çамрăкран спорта юратса çитĕннĕ. Спорт ветеранĕ халĕ те йĕлтĕр йĕрĕ çине тăрать.
Никифоровсем виçĕ ача çуратса ÿстернĕ. Асли - Юрий, ун хыççăн хĕрĕсем - Ирина тата Татьяна çут тĕнчене килнĕ. Халĕ вĕсен пурин те хăйсен çемйи. Малтанхи вăхăтра пушар хурал пайĕнче вăй хунă ывăлĕ халĕ Мускава ĕçлеме çÿрет. Ирина нумай çултанпа Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта кĕçĕн классене вĕрентет. Хусанти культура институтĕнче ăс пухнă Татьяна унтах тĕпленсе пурăнать, вăл та шкулта ĕçлет. Зинаида Матвеевнăпа Николай Павловича 5 мăнукĕпе 2 кĕçĕн мăнукне утьăкка сиктерме те шăпа пÿрнĕ.
- Мăшăрăм, ачасемпе мăнукăмсем, кĕçĕн мăнукăмсем çумра. Янкăр тÿпе ăшшăн çуталать, сĕтел çинчен çăкăр-тăвар татăлмасть. Тивĕçлĕ канури ватăсене пурнăçра тата урăх мĕн кирлĕ. Тавах, Турра! - терĕ Зинаида Матвеевна Елчĕк район администрацийĕн ЗАГС пайĕн юбилярсен Хисеп кĕнеки çине алă пуснă май. Çак сăмахсем çумне урăх мĕн хушса калăн?
Аннесен кунне халалланă уявра Кипеç ялĕнче пурăнакан, хăйсем çуратса ÿстернĕ пепкисемпе тан тăлăххăн çитĕнекен 6 ачана телей парнелеме пултарнă Александровсене - Галина Михайловнăпа унăн мăшăрне Петр Николаевича чысласси те тĕп вырăнта пулчĕ. Пурин валли те чун ăшшине çитерекен çак хĕрарăм мĕнле çын пулни çинчен кĕскен калама ыйтсан ачисем хăйсене усрава илнĕ амăшне мĕн тери юратнине тата хисепленине пĕлтерсе пĕрин хыççăн тепри: «Пирĕн анне - тĕнчери чи лайăх анне, вăл - чи ăсли, чи хитри»... - терĕç.
Йывăр шăпаллă ют ачасене хăйсен хÿттине илнĕ Александровсен ячĕпе район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн опека енĕпе ĕçлекен тĕп эксперт специалисчĕ Алена Арефьева сăмах каларĕ.
РФ Пенси фончĕн районти уйрăмĕн ертÿçи Зинаида Яковлева тата район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн ертÿçи Марина Павлова нумай ачаллă амăшĕсене - Татьяна Шадриковăна, Валентина Казначеевăна, Наталья Колсановăна амăшĕн капиталĕн тата тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕ уйăрса панине ĕнентерекен сертификатсем пачĕç.
Районти тĕп библиотекăри краеведени уйрăмĕнче Людмила Зайцева тăрăшнипе йĕркелесе ирттернĕ «Анне пĕçернĕ çăкăр» сăвă конкурсĕнче мала тухнă Таяпа Энтри шкулĕнче вĕренекен Яна Чуманова, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем - Тăрăмри Людмила Енедеровăпа Курнавăшри Дария Смирнова Аннесене халалланă сăввисемпе паллаштарчĕç. Районти тĕп больницăри Алиса Пупина гинеколог тухтăр амăшĕсене усăллă сĕнÿсем пани те вырăнлă пулчĕ.
Районти хĕрарăмсен канашĕн председателĕн çумĕ, район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ Антонина Александрова амăшĕ пулма шăпа пÿрнĕ мĕнпур хĕрарăма ăшшăн саламланипе пĕрлех пурне те çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, ырă кăмăл-туйăм, çемьере телей тата ырлăх сунчĕ. Пултарулăх ушкăнĕсене илемлĕ юрă-кĕвĕпе савăнтарнăшăн чĕререн тав турĕ.
Светлана АРХИПОВА.
Сăнÿкерчĕкре: Зинаида Матвеевна тата Николай Павлович ачисемпе, кинĕпе тата кĕçĕн мăнукĕпе.