30 ноября 2016 г.
Хаçат редакцине Кĕçĕн Таяпари пенсионерсенчен çыру килчĕ:
«Кĕçĕн Таяпа ялĕнче Кĕçĕн Патреккел ялĕ еннелле каякан çул сылтăм енĕпе çул хĕррипе çырма пысăкланса пырать. 10-13 çул каялла çул хĕррисене люцерна акнăччĕ. Çул хĕрри ишĕлместчĕ. Сухаласа пăрахрĕç люцерна курăкне. Ун хыççăн шыв юхса çырма пула пуçларĕ. Асфальтлă çула çĕмĕрме пултарать».
Эпир çырăва район администрацин капиталлă строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайне ярса патăмăр. Унтан çакăн пек хурав килчĕ:
- Хальхи вăхăтра Кĕçĕн Таяпа-Кĕçĕн Патреккел-Каркалар çула «Яльчикское» ДПМК» ООО пăхса тăрать. Эсир çырура кăтартнă çул çул айкки шутланать, çавăнпа унта йывăç лартма пачах юрамасть, мĕншĕн тесен çак çĕр лаптăкĕпе телефон çыхăну линийĕ иртет. Çывăх вăхăтра Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн администрацийĕпе «Яльчикское» ДПМК» ООО пĕрле эрозие хирĕç кĕрешсе проект ĕçĕсем пурнăçлама специалистсене чĕнсе илме планлаççĕ.