30 ноября 2016 г.
Анне… Мĕн тери хаклă çын вăл! Мĕн тери çепĕç,çывăх та таса сăмах вăл.Тĕнчери пур чĕлхере те ачаш кĕвĕ пек янăрать. Шартлама сивĕ çурçĕрте-и е тÿсейми шăрăх кăнтăрта, ĕмĕрхи чăтлăх вăрманта-и е вĕçĕ-хĕррисĕр пушхирте. Пур çĕрте те телейлĕ пуласлăх ачисем амăшĕн кăкăрĕ еннелле аллисемпе туртăнаççĕ. Анне пире илемлĕ çут тĕнче курмашкăн пурнăç парать, çунат хушса вăй илме кăкăр сĕчĕпе тăрантарать, пирĕн умри йывăрлăха хăйĕн çине илет. Манăн анне, Венера Кузьминична Усанова, çирĕм çула яхăн Шăмалакри библиотекăра ĕçлет. Вулакансене хăйĕн чунри ырă туйăмĕсене парнелет. Килте те аннесĕр пурнăç çук. Вăл пĕçернĕ çăкăр шăршиллĕ пÿрте кĕрсессĕн хама питĕ телейлĕ туятăп. Аннен пурнăçĕ тулли те телейлĕ пултăр тесе, чĕри ăшă туйăмпа тултăр тесе тăрăшатăп. Шкулта тăрăшса вĕренетĕп, кил-тĕрĕшре май килнĕ таран юратнă аннене пулăшатăп, ăшă та çепĕç сăмахсем каласа йăпататăп. Аттепе аннен ырă тĕслĕхне курса ÿсетпĕр эпир, вĕсен тĕпренчĕкĕсем.
Анне сывă чухне унăн ăшшине туйса пурăнасчĕ,телейлĕ пурнăç çулĕпе малалла утасчĕ, ырă курасчĕ. Çепĕç чунлă та ырă кăмăллă аннене хисеплесе çакăн евĕр сăвă йĕркисем шăрçаларăм:
Аннеçĕм, юратнă аннеçĕм!
Мĕн тери лайăх эс пурри.
Чи çывăх çыннăм эс, аннеçĕм,
Пур-ши санран лайăххи.
Эсĕ пире ăшшăн çеç çупăрлатăн,
Йăл куллупа чунăма ăшăтатăн,
Йывăр пулсан пулăшма тăрăшатăн,
Тĕрĕс сĕнÿ яланах эс паратăн,
Аннеçĕм, юратнă анне.
Вероника УСАНОВА.
Шăмалак ялĕ.