26 ноября 2016 г.
Мускав тата Пĕтĕм Руç Святейши Патриархĕ Кирилл çуралнăранпа 70 çул çитнине халалланă уявра Раççей Президенчĕ Владимир Путин Патриарха саламланă, I степень «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден парса чысланă.
Савăнăçлă уява Беларуç Президенчĕ Александр Лукашенко, Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев, Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн Председателĕ Валентина Матвиенко та хутшăннă. «Вырăс православи чиркĕвĕ ытти тĕн конфессийĕсемпе пĕрле пирĕн халăхăн тата пирĕн патшалăх тытăмĕн ăс-тăнĕн тĕп тĕрекĕ. Вăл хальхи вăхăтра, тĕнчери пĕрлĕх çĕнĕ йывăр чĕнĕлĕхсемпе хирĕçнĕ тапхăрта, пĕр-пĕрне ăнланмалли вăхăтра, çĕршывсемпе халăхсем хушшинчи шанăçа çирĕплетессинче тĕп вырăн йышăнать», - тесе палăртнă Владимир Путин.
Çавăн пекех Беларуç Президенчĕ Александр Лукашенко Патриархăн çитĕнĕвĕсене палăртнă: «Эсир ăнăçлă ертсе пынипе Православи чиркĕвĕ Беларуç тата Раççей славян халăхĕсем хушшинчи туслăха çирĕплетет. Кунта юратни, пĕр-пĕрне пулăшни, гуманизм тата тĕрĕслĕх тĕп вырăн йышăнать».
Кирилл Патриарх хăйĕн сăмахĕсенче уява хутшăннисене тав тунă.