Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп вырăнта - çемье хаклăхĕ

26 ноября 2016 г.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2017 çул республикăра Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе йышăннă Указа алă пуснă. Республика Правительствин членĕсемпе ирттернĕ канашлура Михаил Васильевич Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне йĕркелесси Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен тата ашшĕсен канашĕсен пуçарăвĕ пулнине палăртнă.

Республика Пуçлăхĕ Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕнче ирттерекен мероприятисенче амăшĕпе ашшĕн статусне ÿстерес, çемье хаклăхне, йăла-йĕркене сыхласа хăварса аталантарас, амăшĕпе ачине хÿтĕлес, çамрăк граждансен çемье çавăрассин яваплăхне ÿстерес енĕпе  уйрăмах тимлĕх уйăрмаллине асăннă.

Чăваш Республикинчи Ашшĕсен канашĕн председателĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Викторов Чăваш Ен Пуçлăхне обществăлла организацисен пуçарулăхне ырланăшăн тав тунă.

- Питĕ тĕрĕс, вăхăтлă стратеги йышăнăвĕ. Çакă çĕнĕлле майсем уçма, Амăшĕпе Ашшĕне çĕнĕлле пăхма хистет. Обществăн кирек мĕнле аталанăвĕ те çемье хаклăхĕнчен килет: çемье çирĕпрех пулсан республика, çавăн пекех çĕршыв тата вăйлăрах, - палăртнă Владимир Викторов.

Чăваш Республикин Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Ольга Зайцева та республика Пуçлăхне хăйсен ĕçне тимлĕх уйăрнăшăн тав тунă. Вăл çемье  кашни çыннăн пурнăçĕнче чи пĕлтерĕшли пулнине палăртнă. Çулталăк тăршшĕнче чăн-чăн ашшĕ-амăшне пысăк тимлĕх уйăрасси çинчен пĕлтернĕ.

Район çыннисем хăйсен шухăш-кăмăлне пĕлтереççĕ

Юрий СМИРНОВ, районти ашшĕсен канашĕн ертÿçи:

-  Çитес çула Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе йышăннине ырлатăп. Пирĕн йышра ырă тĕслĕх илмелли амăшĕсемпе ашшĕсем питĕ нумай.   Йышлă ача-пăчана тивĕçлĕ воспитани тата пĕлÿ парса ÿстерекен, сывă пурнăç йĕркипе пурăнакан  çемьесене  районти кашни çын пĕлтĕр. Кашни ачашăн амăшĕпе ашшĕ пысăк саспаллисенчен çырăнччăр. Вара çемьере телей те юрату хуçаланĕ.

Надежда ЛЬВОВА, çичĕ ача амăшĕ. Шăмалак ялĕ:

- Эпир çемье хаклăхне, йăли-йĕркине сыхласа аталантарас, ачасене çĕршыва юрăхлă ÿстерес тесе тăрăшатпăр. Патшалăх нумай ачаллă çемьесене пулăшу аллине тăсать. Эпир кăçал патшалăх лартса панă çĕнĕ çурта пурăнма кĕтĕмĕр. Ача ырра курса ырра вĕренет, усала курса - усала. Çавăнпа та пирĕн хамăрăн ачасем умĕнче яланах пархатарлă  та ырă ĕçпе палăрмалла.

Петр КУПТАШКИН, пилĕк ача ашшĕ. Çĕнĕ Пăва ялĕ:

- Эпир çемье традицийĕсене çирĕп тытса пыратпăр. Ахальтен мар пирĕн патриарх Иван Яковлевич Яковлев чăваш халăхне панă Халалра çапла каланă: «Çемйĕре лайăх пăхса усрăр: çемье вăл халăх чаракĕ, патшалăх чаракĕ. Килĕштерсе тĕреклĕ тăракан çемьешĕн катаран килекен пурнăç синкерĕсем те хăрушă мар...» Пирĕн пилĕк ача те çемьеллĕ. Пурте ĕçлеççĕ. Мăнуксене те тĕрĕс-тĕкел ÿстерсе лайăх çын тăвасси пирĕн тĕп тĕллев пулса тăрать. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика