26 ноября 2016 г.
Сирпĕтекен хатĕр евĕрлĕ япала тупсан мĕн тумалла-ха?
Чи малтанах ун патне пымалла мар, ăна хускатмалла мар. Çавăн пекех пирус туртни, шиклентерекен япалана çапни, ăна тепĕр вырăна куçарни, тăпрапа хуплани е шыва, кăвайт çине ывăтни те кирлĕ мар. Енчен те шиклентерекен япалана курсан тÿрех район администрацине, унти ятарлă программăсен пайне, полицин районти пайне 2-50-02 телефонпа пĕлтермелле.
Çавăн пекех шиклентерекен япалана сыхлассине йĕркелемелле, ун патне çынсене пыма чармалла, право йĕркине сыхлакан, «Васкавлă пулăшу», пушар хуралĕн автомашинисене, МЧС, эксплуатаци, оперативлă шырав сотрудникĕсене чăрмавсăр пырассине йĕркелемелле.
А.АДЮКОВ.